АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк пушарниксен ăмăртăвĕнче

03 мая 2012 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта районти ВДПО йĕркеленĕ “Вĕри чĕресем” конкурс иртрĕ. Унта тăватă шкул команди хутшăнчĕ. Вĕсен ĕçĕсене район администрацийĕн гражданла хÿтĕлев тата чрезвычайлă инкексене сирсе ярас енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Г.Каллин, ВДПО инструкторĕ А.Андреева, ачасене хушма пĕлÿ паракан центр ертÿçин çумĕ Л.Раськина хакларĕç.

Конкурсра команда хыççăн команда хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Кунта кĕтмен çĕртен сиксе тухакан пулăмсемпе кĕрешесси, сывлăха çирĕплетесси, вут-çулăмран асăрхаттарасси, пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе тĕрĕс усă курма вĕрентесси, ÿссе çитĕнекен ăру хушшинче юлташлăха çирĕплетесси тĕпре пулчĕ.

Мероприятие хуçасен команди тĕплĕн хатĕрленни курăнчĕ . Иккĕмĕшĕнче–Ыхра Çырминчи вăтам шкул коллективĕ. Виççĕ-мĕшпе тăваттăмĕш вырăнсене Аслă Чементи тата Шăнкăртамри иккĕмĕш вăтам шкулсем пайларĕç. Вăйă интереслĕ иртрĕ пулин те унта ытти шкулсем хутшăнма кăмăл туманни пăшăрхантарать.

Шкулсенче ВДПО енĕпе ирттерекен мероприятисене А. Андреева инструктор çÿллĕ шайра йĕркелеме тăрăшать. Ачасемпе питех те çывăх вăл. Хăй те маларах педагогра 13 çул вăй хунă. Çавна май шкулпа садикра ирттермен мероприяти юлман та пулĕ унăн. Ангелина Арнольдовна тĕл пулусем сахал мар йĕркелет, ачасене Раççей, республика шайĕнчи конкурссене хутшăнтарать.

В. АНТИПОВ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика