АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Влаçа намăс мар

03 мая 2012 г.

Апрелĕн 28-мĕшĕнче Патшалăх Канашĕн черетлĕ тăваттăмĕш сессийĕ иртрĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – Чăваш Ен Пуçлăхĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн 2011 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тунă отчечĕ. “Ăнăçлă ĕçленĕ – намăсланмалла мар”,– республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн докладне çак сăмахсенчен пуçларĕ. Мĕн пуррине упраса хăварнă кăна мар, малалла аталантарма та мехел çитернĕ. Чылай енĕпе пирĕн кăтартусем Раççейри вăтам шайран пысăкрах. Çапах лăпланса ларма юрамасть. Малалла утмалли çулсем – бюджета çирĕплетесси, инвестицисем илсе килесси, управляющи компанисен ĕçне лайăхлатасси, çул-йĕр строительстви тата ыт.те.

Иртнĕ çул бюджетăн налук тата налук мар тупăшĕсем 12: пысăкланни – курăмлă çитĕнÿ. Бюджет ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма май килнĕ – вăтамран 13:ĕ Учительсен ĕç ук-çин ÿсĕмĕ 47: çитнĕ. Çапах экономикăра вăтам ĕç укçи 14,7 пин тенкĕпе танлашни Чăваш Ен Пуçлăхне тивĕçтермест. Кашни 5-мĕш çемьен тупăшĕ пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкреххи те пăшăрхантарать. Тĕллев – чухăн çемьесен шутне çине тăрсах чакармалла.

Ырă улшăнусем пуррине Михаил Васильевич граждансен банксенчи вклачĕсен виçи самай пысăк хăвăртлăхпа ÿссе пынипе те çирĕплетрĕ – çулталăк хушшинче 6 млрд. тенкĕ хушăннă, ÿсĕм 16:. “Çынсем лайăхрах пурăнаççĕ” терĕ пулин те асăннă кăтартура вăл хăшĕсем хăйсен тупă-шĕсене уçăмлă туманнин сĕмне те палăртрĕ. Республика патшалăх парăмне пĕлтĕр 9,4: чакарма пултарнă, ку хушма тăкаксенчен упрать. Малашне те çаплах ĕçлес-шĕн, çулталăк вĕçленнĕ тĕле парăма 9 млрд шайне антарасшăн.

Чăваш Ен, унăн Пуçлăхĕн шухăшĕпе, кризиса хыçа хăварнă. Çакă промышленноç производствин индексĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен лайăхраххи те ĕнентерет – 113,5:. Ку кăтартупа эпир федерацин Атăлçи окру-гĕнчи регионсен хушшинче 1-мĕш вырăнта. Çĕр-шыври кашни виççĕмĕш бульдозера, кашни саккăрмĕш вакуна Чаваш Енре кăлараççĕ. Хими, реле хÿтлĕхĕпе автоматика хатĕрĕсен производствипе те мăнаçланма пулать. Апла пулин те кăкăр çапма иртерех. “Ĕç тухăçлăхĕпе юлса пыратпăр, – палăртрĕ Михаил Игнатьев. – Çын пуçне 1,3 млн тенкĕлĕх продукци кăларатпăр. Раççейри вăтам кăтарту – 2,3 млн тенкĕлĕх. Ĕç укçи пĕчĕкреххи те çакăнтан килет, вăл Чăваш Енре Раççейрипе танлаштарсан 60-65: шайĕнче.

Ял хуçалăх ыйтăвĕсем çинче Михаил Васильевич пайăррăн чарăнса тăчĕ. Пĕлтĕрхи кăтартусене шăрăх та типĕ 2010 çулхипе мар, 2009 çулхипе танлаштарчĕ - ÿсĕм 107, 2 : пулнă. Ялта ĕçлекен кашни çын 876 пин тенкĕлĕх продукци туса илнĕ. Уйрăм предприятисенче ку кăтартăва 1 млн тенкĕ урлă каçарма пултарнă – “ Авангард”, “Сувар-2” Шупашкарти кайăк-кĕшĕк фабрики тата “Чăваш бройлерĕ”. Çакăнта патшалăх тĕревĕн пĕлтерĕшĕ те пысăк. “Совет саманинче те яла патшалăх енчен çапла вăйлă пулăшман” – терĕ кун пирки республика Пуçлăхĕ.

Çивĕч тема – çурт- йĕр тăвасси. Виçĕм çулхипе пăхсан пĕлтĕр ку кăтарту 101 процент танлашнă-ха, анчах Чăваш Ен çын пуçне пĕлтĕр 0,7 тăваткал метр çурт-йĕр туни – сахал, “1 метра çитермелле”.

Доклада вĕçленĕ хыççăн парламентри кашни фракци республика Пуçлăхне 3 – шер ыйту пачĕ.

Отчета ырланă хыççăн депутатсен кун йĕркинчи ытти ыйтăва тишкерчĕç. Çĕнĕ саккунсем йышăнчĕç, маларах йышăннисене улшăнусем кĕртрĕç.Çавăн пекех Патшалăх Канашĕ çумĕнчи Çамрăксен общество палатин йышне çирĕплетрĕç, ПК комитечĕсен председателĕсен яланхи никĕс çинче ĕçлекен çумĕсене суйларĕç.

«Хыпар» хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика