АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ветераншăн тăрăшмалла

03 мая 2012 г.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Тăван çĕр-шывăн Аслă вăр çинче çĕнтернĕренпе 67 çул çитнине уявлама хатĕрленессипе туса хунă комитет ларăвне ирттернĕ. Унта уяв мероприятийĕсем йĕркелес, ветерансене медицина енĕпе тивĕçтерес, вĕсен хваттерĕсене юсас, çамрăксене Тăван çĕр-шыва юратма хăнăхтарса ÿстерес ыйтусене пăхса тухнă.

Чăваш Енре Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисем тата инвалидсем 3 пин ытла, тыл ĕçченĕсем, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисен, унтан таврăнсан вилнисен тăлăх арăмĕсем 35 пин, фашизм пусмăрне çул çитмесĕрех тÿснисем 109 - ăн. “ Пирĕн тĕллев – кашни ветераншăн тивĕçлипе тăрăшасси”, – тенĕ премьер.

Ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 15- мĕшĕччен республикăн сывлăх сыхлав учрежденийĕсенче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине хутшăннисемпе вăрçă инваличĕсен диспансеризацине йĕркелеççĕ, вĕсене шăл протезĕсем хатĕрлеме тата юсама çăмăллăхсем па-раççĕ. Республика тĕп хулинче кăçал ветерансен 58 хваттерне тÿлевсĕр юсаççĕ. Хулара волонтерсен отрячĕсене йĕркеленĕ, вĕсем ветерансене пулăшаççĕ.

Çĕнтерÿ кунне уявланă вăхăтра Шупашкарта 500 ытла мероприяти ирттермелле.

Йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕн-че республика тĕп хулинче тĕп уява – Çĕнтерÿ Парадне – ирттерес ыйтусене сÿтсе явнă.

«Хыпар» хаçатран.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика