АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации »

03 мая 2012 г.

Пурнăçра кашни çынах йăнăшма, хăй чунĕшĕн ÿкĕнĕçлĕ ĕç туса хума пултарать. Çакă пĕле тăркач е ăнсăртран сиксе тухать. Апла- и е капла-и, вăл пурпĕрех преступлени шутланать. Саккун умĕнче вара тăван-пĕтен те, юлташ-пĕлĕш те – пурте пĕр тан. Районти уголовлă ĕçсен инспекцине çынсем тĕр-лĕрен сăлтавлă айăплавпа çакланаççĕ. Апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне “хура” списокра 69-ăн пулнă. Вăл шутра ултă хĕрарăм. Ача амăшĕсем е пулас ача амăшĕсем усал ĕçпе çыхланса суд сакки çине ларни пушшех те пăшăрхантарать. Инспекцинче хăйсен çăмăлттайлăхĕпе пĕрре тунă йăнăша тепĕр хут черетлекенсем те пур. Ытларах çакнашкаллисен ют пурлăха вăрланипе явап тытма тивет.

Суд сакки çине ларакансен преступлени шайĕ пурин те пĕрешкел мар. Çавăнпа айăплавĕсем те тĕрлĕрен: вырăнтах ĕçле-се юсанма та, ирĕкрен хăтарма та саккун пур. Юлашки вăхăтра тата çĕнĕлĕх-сем те вăя кĕнĕ. Усал ĕç тунă çынна суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн килти условисенче йĕркене кĕртмелли меслет пур. Çакнашкал преступниксем питĕ çирĕп сăнавра пулаççĕ. Вĕсен ниçта та тухса кайма, регистрацине улăштарма, çынсем йышлă хутшăнакан мероприятисенче пулма юрамасть. Урăхла каласан, ÿкĕнсе тÿрленмешкĕн сăлтавĕ пысăк. Ку тĕлĕшпе наркоманипе чирлĕскерсене отсрочка та пур. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пĕрремĕш преступлени тăвакана пилĕк çуллăха вăхăт параççĕ.

Ку таранччен уголовлă ĕçсен инспекцине çакланакансене техника хатĕрĕпе усă курса сăнаса тăрасси пулман. Халĕ вара преступникăн урине электоронлă браслет тăхăнтартнă хыççăн вăрăм ин-çĕшне тытакан станци çăмăллăхĕпе айăпланакан килте мĕн хăтланнине йăлтах сăнаса тăма май пур. Ирхине пилĕк сехетрен пуçласа каçхине вунă сехетчен унăн ниçта та тухма, киревсĕр хăтланма юрамасть. Çакăн пек сăнаври çынсем хальхи вăхăтра та шутра.

Саккун саламатне тутанасси никамшăн та çăмăл мар, паллах. Анчах та чĕререн ÿкĕнме пĕлекенсене Турă каçарнă евĕр, хăйсен йăнăшĕшĕн пăшăрханса айăпа тĕрĕс йышăнакансемшĕн, йĕркене çирĕп пурнăçлакансем-шĕн çăмăллăх та пур. Кăçал, сăмахран, условнăй майпа айăпланă çичĕ çын çур срокранах ирĕке тухнă. Кун пек ырă тĕс-лĕхсем кашни çулах пулаççĕ. Анчах хăйсен йăнăшне тĕрĕс ăнланмасăр йĕркене хирĕç каякансем те тупăнаççĕ. Шыв юхăмне хирĕç ишнипех вара малалла каяймăн. Çав вăхăтрах суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн пилĕк пуçтахăн айăплав срокне пысăклатса та йышăннă.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика