АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре инкек ан пултăр

03 мая 2012 г.

Сывă та тĕреклĕ çын ирсерен ĕçе утать. Çакă вăл хăй пĕр телей тесе калас килет. Анчах унăн çирĕп йĕрки пулмалла. Раççей Федерацийĕн Конституцийĕн 37 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн кашни гражданинăн хăрушсăрлăх условийĕсенче, тирпей йĕркине пăхăнса ĕçлемелли ирĕк пур. Кунтах хавхалантару меслечĕ, шалу калăпăшĕ пирки те каланă. Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн вăл ĕç укçин вăтам калăпăшĕнчен кая пулмалла мар. Кăна пурин те çирĕп пăхăнмалла.

РФ Уголовнăй кодексăн 143-мĕш статйинче тÿрремĕнех производствăра ĕç сыхлавĕн йĕркине пăхăнмаллине асăннă. Çак яваплăха пурнăçламасăр, асăрханмасăр камăн сывлăхне те пулин сиен кÿнĕшĕн каллех саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттараççĕ. Ун пек тĕслĕхсем пирĕн районта та тĕл пулаççĕ. Сăмахран, 2011-мĕш çулхи декабрĕн 19-мĕшĕнче пĕр ялхуçалăх предприятийĕнчи рабочи производствăра суранланнă. Арçын производствăра сывлăхне сиенлени тÿрремĕнех бригадирпа çыхăннă. Асăннă пăтăрмах пирки уголовлă ĕç пуçарнă, ăна пирĕн следстви пайĕ тĕпчесе вĕçне çитернĕ. Суд йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн инкекшĕн яваплă çынна та, предприяти ертÿçине те айăпланă.

Д. ТАЗЮКОВ,

районти следстви уйрăмĕн ертÿçин аслă пулăшуçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика