03 мая 2012 г.
Кирек мĕнле шайри саккун та йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтать. Анчах та тепĕр чухне ăна хăш пĕр çынсем вырăна ху-маççĕ. Сăмахăма алимент тÿлессинчен сĕм-сĕррĕн пăрăнакансем пирки пуçарасшăн.
Паяна куна районти суд приставĕнче çак ыйтупа çыхăннă 300 производство уçнă. Вăл шутра усал шухăшпа е юриех ăна тÿлеменнисем пур. Кăçал ку таранччен сакăр гражданин ячĕпе уголовлă ĕç пуçарнă, улттăшне вара суда ярса панă. РФ УК ăн 157 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ çултан пуçласа парăмçăсене çак преступление тунăшăн обязательнăй майпа ĕçлеттермелли меслете пăрахăçланă. Çакнашкал çынсене ĕçлесе юсанмалла тунă. Урăхла каласан, тĕп тĕллев саккуна пăхăнманнисене айăпласси çеç мар, вĕсене укçа ĕçлесе илсе алимент тÿлеме майсем туса парасси те. Кунсăр пуçне алимент тÿлессинчен пĕлсе тăрса тарса, пăрăнса çÿрекенсене суд пĕр çулталăка ирĕкрен хăтарма е виçĕ уйăхлăха арестлеме те пултарать. Саккунран мĕнле пăркаланса çÿресен те хăтăлма çук. Ун пек шухăшлакансем хăйсене тепĕр йывăрлăха çеç кĕртсе ÿкерме пултараççĕ.
Районти суд приставĕнче ĕç пуçарнă хăш-пĕр çынсен парăмĕсем чăннипех те мăйран пăваççĕ темелле. Çак кунсенче çеç Шăхачра пурăнакан пĕр чăваш ячĕпе ĕçе суда яма тиврĕ. Унăн тÿлемелли укçи 366 пине çитнĕ! Кашни уйăхра вăхăтра татăлса пырсан, нимĕнле суд сакки çине те лармастчĕ. Халĕ вара унăн çак намăсшăн тÿресем умĕнче те питне хĕретме тивет.
Чылай чухне алимент тÿлес ыйтупа суд приставне лекнĕ çынсем ниçта та ĕçлемеççĕ. Е тата урăхла– кашни уйăхра шалу илсе тăрсан та юриех, пĕлсе тăрсах вăхăтра тÿлемеççĕ. Парăмĕ вара ÿснĕçемĕн ÿссе пырать. Кунта çакна манса каймалла мар: кирек мĕнле пулсан та алимент тÿлеменшĕн çăмăллăх çук. Кун пирки сăмах пуçарни те кăлăхах.
Алимента çул çитмен ачашăн çеç тÿлемеççĕ. Сăмахран, вăл ăсĕпе те, çулĕпе те çитĕннĕ тейĕпĕр, анчах сывлăхне кура ниçта та ĕçлей-мест. Ун пек чухне те çакнашкал меслетпех укçа илсе тăраççĕ. Паян пирĕн тăрăхра çакнашкаллисем çук-ха. Е тата мăшăрне пурăнма укçа парса тытса тăрасси. Ку та сайра тĕл пулать. Çапах хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр тĕслĕх пур.
Саккун саламатне тутанакансем хушшинче хĕрарăмсем те чылай. Нумай пулмасть çеç Çĕнĕ Ахпÿртре пурăнакан виçĕ ача амăшĕ пирки çирĕп йышăну тума тиврĕ, ăна ĕçлесе юсанма ячĕç. Çăмăлттай хĕрарăм ачисене пăхманшăн, вĕсене пулăшманшăн темиçе хутчен те йĕрке хуралĕнчисен аллине çакланнă. Анчах пурпĕрех ăна ăс кĕмест. Ирĕке хăнăхнă кайăк айккинех туртăнать.
Халăхра суд приставĕн ĕçĕ-хĕлĕ пирки тĕрлĕрен каланине илтме пулать. Пирĕн служба çынсене хăратакан орган мар. Кашни производствăна эпир саккунпа килĕ-шÿллĕн пурнăçласа пыратпăр. Ĕç-пуç пирĕн пата çитсен вара никама та çăмăллăх çук. Вăл шутра темиçешер уйăх, çулталăк алимент тÿлеменнисем валли те.
В. ПУТЯКОВ,
дознаватель.