АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » АЧАСЕН СЫВЛĂХĕШĕН ТĂРĂШАççĕ

03 мая 2012 г.

Первомайскинчи вăтам шкулти педагогика коллективĕ çитĕнекен ăрăва пĕлÿ, патриотла, право тата кăмăл-сипет енĕпе, ĕçлĕ воспитани парассипе сахал мар тимлет. 313 ачана 34 учитель вĕрентет. Вĕсем пурте аслă пĕлÿллĕ, тăваттăшĕ аслă, 29-шĕ пĕрремĕш категориллĕ. Шкулăн пурлăх бази те япăх мар. Икĕ автобус вĕренекенсене пĕлÿ пухма пилĕк маршрутпа турттарать.

Кабинетсене компьютерсемпе тивĕçтернĕ, ку чухнехи вĕрентÿ пособийĕсем çителĕклех. Учебниксене бюджетран хывăнакан тата ашшĕ-амăшĕ паракан укçа-тенкĕпе çĕнетсе тăраççĕ.

Шкулта тарăн пĕлÿ илмелли условисем пур. Класс тулашĕнчи мероприятисем те олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăнма май паракан кирлĕ хăнăхусене илме пулăшаççĕ. “Информатика тĕнчи”, “Çамрăк вăрманçă”, “Фольклор”, “Ăста алăсем”, “Çăмăл атлетика” “Хоккей”, “Баскетбол”, ытти кружоксене йышлăн çÿреççĕ. Ку вĕренÿ çулĕнче 6 ача республикăри, 41-шĕ районти конкурссен çĕнтерÿçисен йышĕнче пулчĕç. Н. Савинова республикăри “Чăваш кĕнеки” викторинăра, И. Михайлов “Эпĕ спорта суйласа илетĕп” ÿкерчĕксен конкурсĕнче, А. Козлов биологи олимпиадинче, Е. Павлова “Салют. Çĕнтерÿ” акцинче палăрнă. Класс ертÿçисен ĕçне тишкерни, ачасене шкул пурнăçне анлăн явăçтарма тăрăшни уççăнах сисĕнет. Класс сехечĕсене педагогсем тĕрлĕрен ирттерме тăрăшаççĕ. Хăш-пĕрне ашшĕ-амăшне чĕнеççĕ. Çакăн пек чухне ачасем уроксене сăлтавсăр сиктермеççĕ. Шкулпа çемье хушшинчи çыхăну çирĕпленет. Йывăртарах шăпаллă ачасем патне тухса çÿрени те вырăнлă. Шкулти профилактика канашĕ ĕçе тĕллевлĕ йĕркелесе пырассине мала хурать.

Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çитĕнекен ăру наркомани çулĕ çине ан тăтăр, пирус туртассинчен, эрех ĕçессинчен пăрăнтăр тесе калаçусем сахал мар йĕркелеççĕ. Ачасене ыйтусене хуравлаттарса анкетăсем çырма ыйтаççĕ.

Кĕçĕн классенче уроксенче физкультминутсем ирттерни, вĕренÿ хыççăн экскурсие, çул çÿревсене çÿрени те ачасен хул çурăмне тĕреклĕ çитĕнме пулăшать.

Шкулта сывă пурнăç йĕркин мониторингне туса пыраççĕ. Участок больницин медицина персоналĕ ачасемпе калаçусем ирттерсех тăрать.

Первомайскисем районта спорт енĕпе шкулсем хушшинче ирттерекен спартакиадăна та кăмăлтан хутшăнаççĕ. Чылайăшĕнпе вĕсем малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

Çулталăка икĕ хутчен – кĕркуннепе çуркунне – сывă пурнăç йĕркин уйăхлăхĕсенче йăлана кĕнĕ туристсен слечĕсене ирттереççĕ.

Оборонăпа спорт уйăхлăхĕнче те педагогсем ачасене чăн-чăн гражданин пулас хăнăхăвĕсене илтерме тăрăшрĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика