05 мая 2012 г.
Класс ертÿçи пулнă май вĕренекенсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерме тăрăшатăп. Çакă вăл çитĕнекен ăрăвăн тавра курăмне аталантарма, ăна пурнăçра тĕрĕс утăмсем тума пулăшать.
Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 7 б класра вĕренекенсемпе республикăн тĕп хулинче–Шупашкарта– пултăмăр, унăн илемне, ÿсĕмне курса тĕлĕнтĕмĕр. Хулара краеведени музейне çитрĕмĕр. Унти кайăксен сасси вăрманти пек илемлĕн янăрать. Пăши, пакша, упа, кашкăр, мамонт экспоначĕсене (скелечĕсене) курса тĕлĕнтĕмĕр. Чăваш халăхĕн историйĕпе тата тумĕпе çыхăннă пÿлĕме те кĕтĕмĕр. Мăнаçлă Атăл хĕррине ансан ачасем “НЛО”, “Хип-хоп” аттракцион çине ларса ярăнчĕç. Каç енне кинотеатрта интереслĕ фильм пăхрăмăр.
Ачалăх çын пурнăçĕнче чи илемли, ăшшăн аса илмелли тапхăр-çке. Хулапа паллашни вĕсен асĕнче яланлăхах юлĕ. Çул çÿреврен вĕренекенсем кăмăллăн таврăнчĕç. Çитĕнекен ăру ăс-тăнĕ çĕннипе нумай пуянланчĕ.
В.ФЕДОРОВА.