АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ уявĕпе пĕр-пĕрне саламлар, вилнисене асăнса пуç таяр.

05 мая 2012 г.

РАÇÇЕЙ халăхĕшĕн хисеплĕ уявсенчен пĕри–Çĕнтерÿ кунĕ çитесси нумай юлмарĕ. Кăçал эпир 1941-1945 çулсенчи Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пирĕн паттăр салтаксем нимĕç фашисчĕсене парăнтарнине 67-мĕш хут паллă тăвăпăр. Хальхинче майăн 8-мĕшĕнче вырăнсенче митингсем ирттереççĕ. Унта яланхи пекех çулсеренех сайралса пыракан ветерансем, салтак арăмĕсем, тыл хастарĕсем, шкул ачисемпе хисеплĕ ватăсем тата ыттисем те хутшăнĕç, вилнисене пуç тайса палăксем умне чечек кăшăлĕсем хурĕç, вĕсен канлĕхĕшĕн шăп тăрса чыс тăвĕç. Тепĕр кунхине, майăн 9-мĕшĕнче вара район центрĕнчи организаци, предприяти, учреждени коллективĕсем транспорантсем йăтнă колоннăпа ирхине 9.30 сехет тĕлне Патăрьелĕнчи палăк умне пуçтарăнĕç. Уяв пуриншĕн те кăмăллă, хаваслă ирттĕр. Вуннăра аслă митинг пуçланĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика