АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăв валли шăтăк ан алт

05 мая 2012 г.

РЕСПУБЛИКĂРИ уголовлă ĕçсен инспекцийĕн районти филиалĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çак эрнере преступлени туса çылăха кĕнĕ иккĕмĕш çыннăн урине электронлă сулă тăхăнтартнă. Хальхинче вăрăм инçĕшĕнчен хура ĕç тунă çыннăн ĕçне, хăтланăвне килтенех сăнаса тăракан станци серепине Аслă Арапуç арçынни çакланнă. Сахал вăхăтлăха та мар–икĕ çуллăха! Çакскерĕн килĕнче пакунлисем пăшал патронĕ тупнă пулнă.

Айăплава çакланнисенчен тепри – Алманчăра пурăнакан çамрăк хĕрарăм, икĕ ача амăшĕ. Унăн вара çав сулăпа çулталăк пĕр хывмасăр çÿреме тивĕ. Саккун ыйтакан йĕрке икĕ пуçтахшăн та пĕрешкел: каçхине 22 сехетрен пуçласа ирхине 5 сехетчен кил-тĕрешрен ниçта та тухмалла мар. Йĕркене пăхăнмасан, хăвăн валли шăтăк çеç алтатăн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика