АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăхсене – çаран çине

05 мая 2012 г.

Çанталăк кунран кун ăшăтса пырать. Улăх-çаран та самаях ешерчĕ. Ĕнесене вăй илме, продуктивлăха ÿстерме сĕтеклĕ апат кирлине шута илсе хăш-пĕр ялсенче выльăхсене кĕтĕве кăларчĕç. Хальхи вăхăтра обществăлла выльăха çуллахи лагере куçарас тапхăр пырать. Çак ĕçе яваплăха туйса пурнăçламалла. Чир-чĕре хирĕç профилактикăлла мероприятисем ирттермелле. Хыткан та хавшак ĕнесемпе пăрусене, сыснасене пулăхрах рационпа тăрантармалла. Çывăхри курăк ани çине кăларсан та лайăх. Чĕрнисене, мăйрака вĕçĕсене те касма манмалла мар.

Çуллахи вăхăтра ĕне-выльăха усрамалли чи ансат меслет вăл – лагерь. Ăна валли тикĕс, кăштах сăртлăрах вырăн суйласа илмелле. Унта ĕнесене хупмалли тăрăллă карта, профилакторипе пăрлаттармалли уйрăм, çамрăк выльăхсем валли хÿтлĕх, сĕт сумалли тата ĕçлекенсене кĕрсе лармалли вырăн, искусствăлла майпа пĕтĕлентермелли пункт пулмалла. Кĕтÿ çÿрекен вырăнтах ветеринари пунктне те вырнаçтармалла. Çăл куçĕсем пуррине те шута илмелле, вĕсем сăвакан çĕртен аякра кирлĕ мар. Шыва ветеринари лабораторийĕнче тĕрĕслеттермелле.

Кашни выльăх ушкăнне уйрăм лаптăк çирĕплетсе памалла. Курăк ани çинче çÿренĕ чухне организмне белоксемпе, витаминсемпе, микроэлементсемпе пуянлатаççĕ. Хĕвел çине тата уçă сывлăша тухни çамрăк пăрусене тĕреклĕ çитĕнме май парать. Кĕтÿри вылăхсем продуктивлăха ÿстереççĕ, çакă уйрăмах сăвăмра палăрать.

Ĕнесемпе пăрусене кĕтĕве мĕнле хăнăхтармалла-ха; Малтанхи кун 2-3 сехетрен ытлашши тăратмалла мар, кăштах ешĕл курăк çитермелле. 10–15 кунтан çеç кунĕпе çÿретме юрать. Таврăнсан е ирхине утă, улăм памалла. Çакă выльăхсен вар-хырăмĕ пăсăласран пулăшать. Çуламалли тăвара апат çиекен çĕре те, шыв валакĕ патне те хумалла. Выльăх-чĕрлĕхе хĕвел тивесрен те асăрханмалла. Ăшша уйрăмах сыснасемпе сурăхсем, лашасем сисĕмлĕ.

Ветеринарипе санитари ĕçĕсене те манмалла мар. Сĕт сăвакан савăтсене çусах, дезинфекцилесех тăмалла. Тислĕке кăларса купаламалла.

Кĕтÿçсен ĕçне тĕрĕс йĕркелессине, укçа-тенкĕ енчен хавхалантарассине тĕпе хумалла. Ун чухне выльăхсенчен продукци илесси те ÿсет.

Витесем пушă тăнипе усă курса вĕсене хĕле валли хатĕрлеме тытăнмалла. Дезинфекцилеме тата ытти ĕçсене пурнăçлама районти ветеринарипе санитари отрячĕ пулăшать.

П.ЕФИМОВ,

выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика