АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă паттăрĕ халĕ те стройра

05 мая 2012 г.

Шупашкар çумĕнчи Лапсар поселокĕнчи пилĕк хутлă çуртра пурăнакан хисеплĕ ветеран, 89 çулхи Петров Аркадий Никифорович патне çитрĕм. Мана вăтам пÿллĕ, яка питлĕ арçын кĕтсе илчĕ. Пачах та хăй çулне çитнĕ пек туйăнмасть... Хваттерĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать.  А. Петров Пăлаçи Тăрăнта çуралса ÿснĕ. Вăрçă фронтне лекиччен Роза Люксембург ячĕллĕ колхозра пилĕк авма та, санэпидстанцинче дезинфектор пулса ĕçлеме те, Улатăр патĕнче тăшмансенчен сыхланмалли сооружени чавма та ĕлкĕрет. 1942 çулхи май уйăхĕнче фронта мобилизацилеççĕ. Вăл взвод командирĕсем хатĕрлекен кĕске курсра вĕренет, унтан Курск патĕнчи хаяр çапăçусенче хутшăнать.

Вĕсен ротинче Вăтам Азирен пынă салтаксем – вырăсла начар пĕлекен узбексем – час-часах командирсене итлемен. Аркадий Петров, тутарсем çывăхĕнче пурăннă май, вĕсен чĕлхине ăнкарнă. Çавăнпа ăна узбексенчен тăракан взвод командирĕ пулма лартаççĕ. А.Петров, ялан салтаксемпе пулса, вĕсен хуйхи- суйхисене ăнланма тăрăшать. Лешсем вара командира юратма, хисеплеме, панă командăсене итлеме, пурнăçлама, çапăçусенче хастарлăх кăтартма тытăнаççĕ.

Хăй взводне А.Петров пайтах атакăна çĕклесе тăшмансене хĕстернĕ- çунтарнă, нимĕçсен “Тигр” танкĕсемпе те çапăçма лекнĕ.

– Пĕррехинче, кăштах каннă вăхăтра, ман салтаксем хăйсен чĕлхипе юрă юрласа ячĕç. Рота командирĕ манран “ вĕсем мĕн çинчен калаççĕ”, тесе ыйтрĕ те, хам ăнланман пулин те, çухалса каймарăм : “Совет влаçне ырласа юрлаççĕ” – теме ĕлкĕртĕм, - аса илет ветеран.

Архивран илнĕ официаллă документра А.Петров çинчен çапла çырнă: “184 стрелковой дивизин 294 стрелковой полкĕ 1943 çулхи июлĕн 5-мĕшрен пуçласа çав çулхи августăн 23-мĕшчен Курск патĕнчи çапăçусене хутшăннă. Взвод командирĕн Петров А.Н. кĕçĕн лейтенантăн 1943 çулхи июлĕн 14 мĕшĕнче снаряд осколки сылтăм пĕççине, ура тунине тата сулахай ура лаппине амантнă”.

Аманнă пирки вăл çапăçу хи-рĕнче юлса, темиçе кун апат-çимĕçсĕр аптрать, аран-аран хăйĕн çарне хăваласа çитет. Ăна пĕр вăхăт хыпарсăр çухалнă тесе те шутланă. Госпитале сывалма ăсатаççĕ те, А.Петровăн çĕршыва фашистсенчен малалла хÿтĕлесси çакăнпа вĕçленет.

Чылай вăхăт сипленнĕ тĕле пирĕн çарсем тăшмансене хамăр çĕршывран хăваласа яма ĕлкĕреççĕ. А.Петров Тюменьре çар ĕçне тата вĕренет те Киев çар округĕнчи 20-мĕш дивизин 81 запаслă полкĕнче икĕ çула яхăн вăрçă хыççăн юлнă сирпĕнме пултаракан çар хатĕрĕсене тупса, пуçтарас, вĕсене сиенсĕрлетес çĕрте вăй хурать. Унтах вăрçă чарăнни çинчен пĕлет.

Çар ретĕнчен тухса Чăваш çĕршывне таврăнсан, А.Петров Патăрьел тата Комсомольски районĕсенче патшалăхăн пушара асăрхаттарас органĕнче вăй хурать, инспекци ертÿçине çитет...

Ÿркенмерĕ отставкăри подполковник – офицер тумне тăхăнса, çĕршыв чысласа панă орденсемпе медальсене кăтартрĕ, хăй маттурлăхне те палăртрĕ. Çур çул каялла мăшăрĕ çĕре кĕни кулянтарать ăна. Çапах та Аркадий Никифорович ĕлĕкхи пекех халь те обществăлла ĕçе пăрахмасть. Вăл пушар хуралçисен ветеранĕсен совечĕн ĕçĕнче хутшăнать, çамрăк пушарниксен ирĕклĕ клубĕнче, шкулсенче пулать, пушара асăрхаттарас мелсене ăнлантарать,Тăван çĕршыва юратма вĕрентет.

Темиçе çул каялла ун пуçарă-вĕпе Лапсар пульницин çĕр лаптăкĕнче чăрăшсем лартса Хисеп аллейи тунă. Çав ĕçре, вăрçă ветеранĕсемпе пĕрле, 42-мĕш шкулта вĕренекенсемпе учительсем те хастар хутшăннă.

Çапла ĕçленĕ, çапăçнă, пурăнать çĕршыва чун-чĕререн юратакан вăрçăпа ĕç ветеранĕ А.Н. Петров.

Вениамин ИВАНОВ.

Шупашкар хули.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика