АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂРМАНА ВУТ-КĂВАРТАН СЫХЛАР!

05 мая 2012 г.

Ăшă кунсем çитсенех вăрмансенче пушар тухас хăрушлăх ÿсет. Вут-çулăм ытларах чухне çынсен айăпне, çăмăлттайлăхне пула алхасать. Инкек пулнă вырăнта кĕлленнĕ, хăрăмланнă йывăçсем вуншар çул лараççĕ, кайăк-кĕшĕк те, хурт-кăпшанкă та кунта пурăнмасть.

Çулла çут çанталăк ытамĕнче канас шухăшлисем чылай. Шел пулин те, вĕсен хушшинче вăрманти çĕрĕн çиелти сийĕ хăвăрт тивсе илнине, йĕркеллĕ сÿнтермен кăвайт, пирус тĕпĕ, пăрахса хăварнă кĕленче савăт-сапа, транспортăн йĕркеллĕ ĕçлемен глушителĕ, пĕлтĕрхи курăка çунтарни çĕршер çул кашласа ларнă йывăçсенчен кĕл çеç тăратса хăварни пирки пĕлмеççĕ.

Шăмăршă лесничествин территорийĕнче лăсăллă вăрман нумай, вăл вара хăвăрт çуннипе палăрать. Автомобильсен çулĕ çывăхран иртни, электричество линийĕсем пурри те хăрушлăх кăларать. Чăваш Республикин экологи тата çут çанталăк ресурсĕсен министерстви çуллахи вăхăтра инкеке сирес тĕллевпе вăрмансенче ялан халăх пулакан вырăнсенче постсем, канмалли тата уяв кунĕсенче дежурство йĕркелеме, пушарпа хими станцийĕсене хатĕр тытма хушать.

Вăрманта çулăм курсанах ăна сÿнтерессипе тивĕçлĕ йышăнусем тумалла. Алăпа çеç парăнтарма май çук пулсан вăрман, пушар охранине, полицине шăнкăравласа пĕлтермелле.

В. ГЛУХОВ,

Шăмăршă лесничествин лесничийĕ.

Экономика

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика