05 мая 2012 г.
Районта кашни уйăхрах Çамрăксен пĕрлĕх кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта çамрăксем хăйсене хумхантаракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ, тĕрлĕ мероприяти йĕркелеççĕ. Ку хутĕнче яш-кĕрĕм, çавăн пекех ял тăрăх пуçлăхĕсем Первомайскинче пулчĕç. Пăлапуç Пашьел, Пикшик, Первомайски ял тăрăхĕсенчи тата вĕрентÿ пайĕ çумĕнче йĕркеленнĕ Çамрăксен кана-шĕсем малтанах культура çуртĕнче ĕçлекенсем йĕркеленĕ концерта курса савăнчĕç.
Çамрăксем хушшинче усал йăла-йĕркене хирĕç кĕрешессипе йĕркелес ыйтупа чĕннĕ канашлăва В.Секретов уçрĕ. Пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Осипов та саламларĕ. Кун йĕркинчи ыйтусемпе Первомайскинчи çемье офисĕн врачĕ Л.Клементьева, Шупашкар – Чăваш Ен епархийĕн Кăнтăр округĕн благочиннăйĕ Сергий атте, çул çитмен ачасемпе ĕçлекен Е.Самаркина, çамрăксемпе ĕçлекен центрăн директорĕ А.Адикина тухса калаçрĕç.
Мероприяти хыççăн çамрăксен канашĕсем йĕркеленĕ командăсем волейболла вылярĕç. Унтан “Çамрăксем – сывă пурнăç йĕркишĕн” уйăхлăха пĕтĕмлетрĕç. Чи маттуррисем Первомайскисем пулчĕç.
А. АНТОНОВА, методист.