05 мая 2012 г.
«Раççейри çулталăк учителĕ-2012» конкурсăн республика шайĕнчи тупăшăвĕ Шупашкарта апрелĕн 25-27-мĕшĕсенче иртрĕ. Унта чи лайăх педагог ята илессишĕн 26 вĕрентекен хутшăнчĕ. Пĕрремĕш кун конкурсантсем уроксем ирттерчĕç тата методика семинарĕ йĕркелерĕç, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕç, педагогикăри паха пуçарăвĕсене кăтартрĕç. Иккĕмĕшĕнче вĕрентекенсем класс сехетĕнче тата ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче паянхи обществăна пăшăрхантаракан ыйтусене çĕклерĕç.
Виççĕмĕш куна пилĕк финалист юлчĕ. Вĕсен хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти историпе, обществознанипе пĕлÿ паракан Н. Андреева та пур.
Шупашкарти ачасемпе çамрăксен ăсталăх керменĕнче çак кунсенче иртнĕ республикăри виçĕ конкурсăн– “Çулталăк учителĕ”, “Çулталăк воспитателĕ”, “Чи лайăх класс ертÿçи”– çĕнтерÿçисене палăртрĕç. Вĕренÿ тата çамрăксен политика министрĕ В.Иванов “Чăваш Енри çулталăк учителĕ – 2012” конкурс çĕнтерÿçи пирĕн Наталия Борисовна пулса тăни çинчен пĕлтерчĕ.
(Хамăр корр.)