АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĂЙ-ХАЛТАН ХАСТАР ПУЛАР

05 мая 2012 г.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх организацийĕн кăтартăвĕпе паянхи куна планета çинчи 450 миллион çын психика чирĕпе чирлет. Хĕвел тухăç çĕр-шывĕсенче кашни çиччĕмĕшĕ депрессиллĕ тата алкоголизмпа çывăх. Специалистсем каланă тăрăх 2020 çул тĕлне çаксем тĕнчипе малта тăракан 5 чир шутне кĕрĕç.

Психика енчен сывлăхлă пулас тесен мĕн тумалла-ха; Никам та пĕлмест. Стреслă лару-тăру пулни, тĕрĕс мар апатланни, кирлĕ-кирлĕ мар информацие ăша илни те çак çул çине тăратаççĕ пулас.

Пурнăçра пăшăрханмалли пулатех: политика, экономика улшăнăвĕсем, ĕçри йĕркесĕрлĕх, обществăлла транспортпа çÿресси. Анчах çыннăн хăйне-хăй лăплантарма тăрăшмалла. Ку енĕпе йывăрлăх туятăр пулсан, психиатр патне каймалла. Хамăра хамăр хисепе хуни вырăнлă.

Чăн, суя е ÿстерсе каланă информаци те çынна сахал мар иккĕлентерет. Япони специалисчĕсем ăна информаци стресĕ теççĕ. Эпир унпа халерех çеç тĕл пулатпăр-ха. Хăшпĕр хаçат-журналта реклама шайĕшĕн пичетленекен статьясем сахал мар. Чылай вулакан вара вĕсен начар енне мала хурать. Мĕн каласшăн-ха юлашкинчен; Сывă пур-нăç йĕркине пăхăнни иккĕленчĕке сирсе яма пулăшатех. Вăй-халтан хастар пулар, çут çанталăкпа çывăхланар, хамăрăн туйăмсене йĕркене кĕртер, çавăн чухне пире чир-чĕрĕ те çу-лăхмĕ.

Л.ТИНЮКОВА,

медсестра.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика