АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика тулашĕнче те ĕç пур

05 мая 2012 г.

“Раççей Федерацийĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтересси” саккунпа килĕшÿллĕн районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çынсене вăй хумалли вырăн, вăл шутра республика тулашĕнче те, тупса парассипе тăрăшать. Ют çĕрте тăрăшакансен вăтам ĕç укçи старательлĕ артелсенче – 45 пин тенкĕ. Агропромышленность комплексĕнче 20 пин тенкĕ е ытларах та пухăнать. Рабочисем вĕри тата сивĕ шыв, гигиена, апат хатĕрлемелли пÿлĕмлĕ общежитисенче пурăнаççĕ, столовăйĕнче апатланаççĕ. Шалăва ĕç саккунлăхĕпе килĕшÿллĕн тÿлеççĕ. Ют региона кайнипе çыхăннă тăкаксене ĕç паракан хăй çине илет.

Республика тулашĕнче вăй хурас кăмăллисем май, июнь уйăхĕсенче Мускав облаçĕнчи пахча çимĕç туса илессипе ĕçлекен хуçалăхсене кайма пултараççĕ. Тĕплĕнрех Патăрьелĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан 6–26–27 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлма пулать.

Г. АФАНАСЬЕВ,

директор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика