12 мая 2012 г.
Анчах çиччĕ виçсе пĕрре касни вырăнлă. ХАЛЬХИ вăхăтра кирек мĕнле пысăк тавара та кредит хутне çырса çийĕнчех туянма пулать. Кĕсьере çак вăхăтра кĕмĕлĕ пулмасан та туххăмрах эсĕ хăвăн кăмăлна тивĕçтеретĕн. Çумăнта паспорту çеç пултăр. Сутуçă сана хăш-пĕр ыйтусем парĕ те килĕшÿ çине алă пустарĕ. Ĕçĕ те пĕтрĕ. Малалла банк е почта урлă процентлă парăмна тÿлесе тăрасси çеç юлать темелле.
Çавах районти Роспотребнадзор служби магазинсенчен таварсене кредита кĕрсе туянакансене утăма тĕплĕн шухăшласа пурнăçлама ыйтать. Малтанах килĕшÿ условийĕсене лайăх шĕкĕлчемелле, тавар проценчĕпе килĕшиччен ытти çĕрте мĕн хак тăнипе кăсăкланмалла. Банксен çăмăллăхĕсемпе тĕплĕн паллашни те вырăнлă. Урăхла каласан, çĕнĕ япалана киле илсе киличчен ватăсем калашле çиччĕ виçсе пăхмалла, унтан тин касмалла. Ку тĕлĕшпе ыйтусем пулсан, ан ÿркенĕр, 5-03-45 номерпе Роспотребнадзора шăнкăравласа ыйтăр.