АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Района – пĕрремĕш вырăн

12 мая 2012 г.

Специалиста – Раççей грамоти Республикăри районсем тата хула округĕсем хушшинче ĕç сыхлавĕ енĕпе ирттерекен смотр-конкурс итогĕсене пăхса тухнă. Ятарлă методика тăрăх пирĕн район чи нумай балл (125,5) пухнă. Çавна май пĕрремĕш вырăна Юхмапа Пăла тăрăхне пама йышăннă. Пирĕн хыççăн Вăрнар тата Çĕмĕрле районĕсем пыраççĕ. Сăмах май, çак çитĕнÿ пĕрре те ăнсăртлăх мар– асăннă смотр-конкурсра пĕлтĕр Патăрьелсем “бронзăна” тивĕçнĕччĕ. Района Чăваш республикин сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин сумлă дипломне парса чыслама йышăннă. Ĕç условийĕсене тата сыхлавне лайăхлатас енĕпе хастар ĕçленĕ специалистсем те призсене тивĕçĕç.

Савăнăç пĕччен çÿремест-мĕн. Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ тапхăрта Мускавран пирĕн районшăн тепĕр ырă хыпар та çитрĕ– чылай çулранпа тата тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти техника хăрушсăрлăхĕпе ĕç сыхлавĕн ыйтăвĕсене тытса пыракан ĕçчене, республикăри сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Патăрьел районĕнчи халăхăн социаллă хÿтĕлев пайĕн 1-мĕш разрядри аслă специалистне (халăхра – районти техника хăрушсăрлăхĕн тĕп инженерĕ) Геннадий Федорович Крылова Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Т.А.Голикова алă пуснă Хисеп хучĕпе наградăлама йышăннă. Вăл çак ĕçре вунă çул ытла вăй хурать.

Н. ЛАРИОНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика