12 мая 2012 г.
Патăрьел районĕнче пурăнакансен ырă йăли-йĕркине упраса халăх хушшинче сарас тĕллевпе район администрацийĕ “Хĕвеллĕ” уçланкăра июнĕн 10-мĕшĕнче ачасен саккăрмĕш “Акатуй-Сабантуй”, июнĕн 11-мĕшĕнче Раççей Историйĕн çулталăкне халалланă 61-мĕш “Акатуй-Сабантуй” уявĕсене ирттересси пирки хушу кăларнă. Вĕсене хатĕрленсе ирттермешкĕн йĕркелÿ комитечĕ туса хунă. Унта çаксене кĕртнĕ:
М.М.Калмыков – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ, йĕркелÿ комитечĕн председателĕ;
И.А. Дикин – райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфраструктура аталану пайĕн начальникĕ, председатель çумĕ;
В.В.Осипов – райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕн–социаллă аталану тата информациллĕ тивĕçтерÿ пайĕн начальникĕн– тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ, вĕрентÿ пайĕн ертÿçи; председатель çумĕ;
А. А.Торговцев – райадминистрацин социаллă аталану тата информаципе тивĕçтерекен пайăн специалист-эксперчĕ, ĕç тăвакан секретарь;
С.А.Чернова – райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ;
А.Е.Краснов – ачасемпе çамрăксен “Паттăр” спорт шкулĕн директорĕ;
А.Г.Овчинникова – районти культурăпа кану центрĕн директорĕ;
Р.З.Сафиуллов – консультант (килĕшнĕ тăрăх);
А. М. Алексеев – “Батыревский” шалти ĕçсен пайĕн начальникĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ (килĕшнĕ тăрăх);
В.И.Глухов – Шăмăршă лесничествин директорĕ (килĕшнĕ тăрăх);
Г. В. Иванова – райадминистрацин ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕн çумĕ;
М. М.Шадрикова – райадминистрацин бухгалтерипе пĕтĕмĕшле пулăшу пайĕн начальникĕ;
С. А. Перепелкин – Патăрьел районĕнчи “Авангард” хаçатăн тĕп редакторĕ (килĕшнĕ тăрăх);
Н.А.Тинюков – районти тĕп больницăн главнăй врачĕ (килĕшнĕ тăрăх );
С.В.Торговцев – райадминистрацин организаци, тĕрĕслев тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ – ĕçсен управляющийĕ.