12 мая 2012 г.
Майăн 7-мĕшĕнче Кремльти Пысăк дворецăн Андреев залĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн инаугурацийĕ иртнĕ. Халăх суйланă Президент Раççей халăхне тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме присяга панă. Конституци Сучĕн Председателĕ Валерий Зорькин Владимир Путин Раççей Патшалăхĕн Пуçлăхĕн должноçне йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Инаугураци церемонине виçĕ пине яхăн çын хутшăннă. Вĕсен хушшинче– Правительство тата Федераци Совечĕн членĕсем, Патшалăх Думин депутачĕсем, Конституци Сучĕн членĕсем, патшалăх влаçĕн федераци органĕсен ытти представителĕсем. Мероприятине çавăн пекех Владимир Путинăн шаннă çыннисем тата суйлав штабĕн представителĕсем, дипломати миссийĕсен ертÿçисем, тĕн представителĕсем, наука, культура тата искусство деятелĕсем, общество деятелĕсем те килнĕ.