12 мая 2012 г.
Ветерансен çулĕсем шултăраланса пыраççĕ. Вăрçă ахрăмĕ те аякран аякка каять. Апла пулин те тăван халăх çĕр-шывăмăра хÿтĕлеме кар тăнипе тунă пысăк çĕнтерÿн хакĕ, хисепĕ чакмасть. Çавăнпа та хаклă уявсенчен пĕрне–Çĕнтерÿ кунне–халăхпа пĕрле паллă тăвасси, ирсĕр тăшмана парăнтарас тĕллевпе пурнăçне шеллемен салтаксем, ветерансем умĕнче пуç таясси ырă йăлара.
Майăн 9-мĕшĕнчи хĕвеллĕ те янкăр кун çынсене савăнтарать. Кăçал та ăна суйласа илнĕ пекех пулчĕ, пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Ирпе-ирех Патăрьелĕнче вăрçă çулĕсенчи юрăсем пĕрин хыççăн тепри мăнаçлăн янăраса уяв сĕмне пушшех вăйлатрĕç. Тăхăр сехет иртсен район центрĕнчи ĕç коллективĕсен капăр колоннисем Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умне пуçтарăнчĕç. Вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастарĕсем хисеплĕ вырăнсене йышăнчĕç. Шел, кăкăр тулли патшалăх наградисене çакнă салтаксен йышĕ çулсерен сайралса, ватăлса пырать. Хальхи вăхăтра районта 85 вăрçă ветеранĕ çеç юлнă. Вĕсенчен чылайăшĕ сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшанăран уяв митингĕсене те хутшăнайман. Пĕр кун маларах, вырăнти ял тăрăхĕсенче хисеплĕ çыннăмăрсене пурне те кашнинех ятран саламланă, чыс тунă.
Митинга уçнă май хисеплĕ ветерансене, тыл хастарĕсене, вăрçă ачисене, Çĕнтерÿ уявне паллă тума пуçтарăннă ытти çынсене чăн малтанах Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А.Моисеев саламларĕ, пурне те савăк кăмăл, ырă малашлăх сунчĕ. Уява хапăл туса палăк умне пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕ Н. Глухов, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар пай пуçлăхĕ В. Лященко, Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, пил-лĕкмĕш округăн благочиннăйĕ, Первомайскинчи чиркÿ настоятелĕ, Сергий протоиерей, В.Владимиров вăрçă ветеранĕ тата ыттисем те салам сăмахĕ каларĕç.
–Вăраха тăсăлнă хăрушă вăрçă кашни çемьене кĕрсе тухнă. Вăл пиншер çынсен чĕрисенче нихçан пирчейми йĕр туса хăварнă. Пирĕн çутă малашлăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн кĕрешнĕ, ырми-канми тăрăшнă ветерансемпе тыл хастарĕсем умĕнче эпир яланах пуç таятпăр, малашне пирĕншĕн паянхи пек сенкер пĕлĕт çеç пултăр, – терĕ Николай Иванович мир кăвакарчăнĕсене тÿпенелле вĕçтернĕ май.
Чĕререн тухакан салам сăмахĕсем хыççăн çамрăк армеецсен, Афганистанпа Чечня вăрçисене хутшăннисен парачĕ пулчĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсенчи, професси училищинчи çамрăк “салтаксем” тăрăшса хатĕрленнĕ ăна. Кашнийĕн хăйĕн тумĕ. Çар çыннисенчен кая мар утакансене пăхса тăма та кăмăллă. Парад хыççăн йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни ĕç коллективĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк çинчи ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умĕнче пуç тайрĕ, вилнисене чысласа чечек кăшăлĕсем хучĕ.
Уяв савăнăçлă кĕвĕ-çемĕпе вĕçленчĕ. Район центрĕнчи культурăпа кану центрĕн артисчĕсем ватти-вĕттине чылайччен хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Вăрçă ачисенчен йĕркеленнĕ ветерансен хорĕн юррисене те халăх хапăл туса йышăнчĕ.
Район центрĕ вăхăтлăха шăп пулса илнĕ хыççăн ял халăхĕ каçхине тепĕр хут районти культура ĕçченĕсен юррисене итлесе савăнма пуçтарăнчĕ. Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе çĕкленнĕ салют пурин кăмăлне те кайрĕ.