12 мая 2012 г.
Çĕнтерÿ уявĕ кунхине район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, социаллă хÿтлĕх пай пуçлăхĕ Н.Никитина, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар пай пуçлăхĕ В. Лященко Çĕньялта пурăнакан Е.Иванов вăрçă ветеранне хисеп туса саламлама килне çитнĕ. Егор Ильич çак ял тăрăхĕнчен вăрçа хутшăннă салтаксенчен пĕртен-пĕр çын юлнă. 89 çулти ватă та сывлăх тĕлĕшĕнчен самаях хавшанă. Вăрçă суранĕсем ăна паян та канăç памаççĕ. Якур тете 1942 çулхи март уйăхĕнче салтак аттине тăхăннă. Çар тивĕçне вăл миномет дивизионĕнче пурнăçланă. Темиçе хутчен аманнă, госпитальте сипленнĕ. Ун хыççăн ыттисемпе пĕрле строя тă-нă. Тăшман пульлисем хулĕнчен те, пĕççинчен те, кăкăрĕнчен те тухнă.1944 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче йывăр аманнă салтака киле ăсатнă. Ветеранăн вăрçăри паттăрлăхне кăтартакан наградисем кăкăр туллиех.
Тăххăрмĕш теçетке каçалăкĕнче тарăн та паллă йĕр хăварнă. Мăшăрĕпе вĕсем ултă ача çуратса çитĕнтернĕ, ура çине тăратнă. Паян ăна 15 мăнукĕ тата мăнукĕн 15 ачи хисеплесе те юратса “кукаçи”, “асатте” тесе чĕнеççĕ. Чи пахи те сумли–ветерана ял-йыш хисеплени. Ăна вара Егор Ильич хăйĕн ĕçченлĕхĕпе, тирпейлĕхĕпе çĕнсе илнĕ.