АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿ уявне вырăнсенче анлăн паллă турĕç

12 мая 2012 г.

Туçа. Аслă Çĕнтерÿ уявне ял тăрăхĕнче кашни çулах чыслăн ирттереççĕ. Хальхинче те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк-монумент умне вилнĕ тăванĕсене чыс, хисеп тума кашни ялтанах йышлă халăх пуçтарăнчĕ. Çак кун аса илсе хурланмалли пурах. Ирсĕр тăшмана парăнтарма Туçа тăрăхĕнчен çеç 1112 вăйпитти арçынпа çамрăк каччă, хĕрупраç фронта тухса кайнă. Вĕсенчен 541шĕ çеç тăван яла каялла таврăннă. Пĕр çемьерен виççĕн-тăваттăн вăрçă хирне выртса юлнисем те пайтах. Ют çĕрте вĕсен чунĕсем канлĕх тупччăрах...Паян пирĕнпе юнашар пурăнакан ветерансен речĕ те сайралсах пырать. Саккăрăн çеç кĕтсе илейрĕç кăçалхи майăн 9-мĕшне.

Митинга пухăннисене ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Перепелкин, район админстрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов, район Пухăвĕн депутачĕ П.Перепелкин, Туçа чиркĕвĕн настоятелĕ Николай протоиерей, ял хуçалăх предприятийĕсен, вĕрентÿ учрежденийĕсен ертÿ-çисем Аслă Çĕнтерÿ 67 çул тултарнă ятпа саламларĕç. Нумай аса илÿ хыççăн пĕр минут шăп тăрса ĕмĕрлĕх хĕлхемĕ умне чечек кăшăлĕсем хучĕç.

Пăлапуç Пашьел. Уяв митингне уçнă хыççăн ял халăхне, ветерансемпе тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене ял тăрăх пуçлăхĕ В. Никитин саламларĕ, кашни çемьене телей те савăнăç, ăнăçу сунчĕ. Çĕнтерÿ кунне халалланă мероприятие райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ С.Чернова, районти казначейство управленийĕн начальникĕ Н.Федоров, ял чиркĕвĕн пачăшкийĕ Иоанн иерей тата ытти хисеплĕ çынсем хутшăнчĕç, çак ятпа ăшă сăмахсем каларĕç. Юлашкинчен ялти культурăпа кану центрĕ çумĕнчи юрăпа ташă ăстисем пухăннисене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç.

Хирти Пикшик. Ялта ирпе-ирех хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Халăх уяв кăмăлĕпе вăрçă ветеранĕсемпе тыл хастрарĕсене, салтак арăмĕсене хисеп тума, пиртен уйрăлнă паттăр салтаксемшăн пуç тайма палăк умне пуçтарăнчĕ. Салам сăмахĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ–строительствăпа обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пай пуçлăхĕ И. Дикин, Пикшикри вăтам шкул директорĕ Н.Хуснетдинов, истори учителĕ З.Хамдеева, вăрçă ветеранĕ, ЧАССРĕн тава тивĕçлĕ учителĕ З.Макачев тухса калаçрĕç.

Митинг вĕçĕнче шкул ачисем вăрçă темипе çыхăннă литературăпа музыка композицине кăтартрĕç, колоннăсемпе маршпа утса иртрĕç. Парадра М. Яфизова, Л.Шарафутдинована, А.Чашкина, И.Усманова чи ла-йăх командирсем тесе хак пачĕç.

Страницăна

Альбина ЕГОРОВА хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика