АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçре тупнă телей

12 мая 2012 г.

Хăш-пĕр çынсем шăпах вăл е ку професси валли çуралнă тейĕн. Вĕсем юратнă ĕçре çулран-çул чăтăмлăхпа тата ăсталăхпа палăрса пыраççĕ, яланах ăшшăн калаçаççĕ, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ. Çакнашкал специалистсем ял-йыш хисепне тивĕçеççĕ те. Шăпах вĕсен шутне кĕрет Пÿртлĕри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Альбина Албутова. Халиччен кивĕ çуртраччĕ-ха сиплев пÿлĕмĕ. Ăна вутăпа хутса ăшăтмаллаччĕ. Ирпе ĕçе килнĕ çĕре хĕллехи сивĕре витрери шывĕ шăнать. Иртнĕ çулхи декабрьте вара пункта урăх çĕре куçарнă: ялти клуб çумне хăтлă кĕтес тупса панă.

– Пирĕн яла та ырлăх çитрĕ мар-и! Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшни çакă. 295 çыннăн ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Сасса илтнĕшĕн район, больница ертÿçисене, ял тăрăх ĕçченĕсене тав тăватпăрах, – теççĕ сиплеве килнĕ çынсем пĕрин сăмахне тепри пÿлсе.

Пурнăç анинче хамăр сисмесĕрех каçалăк хыççăн каçалăк хăваратпăр. Çие шурă халат тăхăнни Альбина Петровнан виççĕмĕш теçеткене çывхарать. Малтанхи çулсенче çуралнă ачасем те халĕ хăйсем çемьеллĕ ĕнтĕ. Çак хушăра медсестра теори пĕлĕвне пĕр хутчен çеç мар вĕренсе ÿстерчĕ. 2008 çулта фельдшер ăсталăхне алла илес тĕллевпе çулталăк сĕтел хушшинче кĕнекепе ларчĕ. Пилĕк çултан пилĕк çула А.Албутова курссенче пулать.

– Пĕлĕве çĕнетсе тăни кирлех. Хăш-пĕр чирсем юлашки вăхăтра çамрăкланса пыраççĕ. Юн пусăмĕ ÿсни е чакни, инфаркт, инсульт унчченрех аслăрах çулхисене çеç çулăхатчĕç – тет сывлăх хуралçи.

– Юн пусăмне виçмелли хатĕрĕ килте те пур. Анчах вăл сиплемест-çке. Кирлĕ сĕнÿ илме медпункта килетпĕр, – пĕлтерет Н.Максимова

Р.Тимофеева вара фельдшерица киле пырса эмелсем пани, укол туни çинчен çирĕплетет.

– Кăштах маларах хамăр сывлăха упрама пĕлеймен те пулас эпир. Сипленессине те вырăна хуман. Ватлăхра чир çулăхать иккен,– сăмах хушать Р.Чернова.

– Паян та юн пусăмĕ йĕркеллех сирĕн, Виктор Григорьевич. Хавшак ан пулăр,– тет В.Жирнова (ÿкерчĕкре) фельдщерица.

Калаçăвĕсенченех паллă – пĕри те Альбина Петровна патне ытахальтен килмен. Ватăсен килĕсене çÿренĕ чухне те ăш сăмахне хĕрхенмест сиплевçĕ. Ку хутĕнче, акă, К. Еремеева, К.Шерняева, Л.Карпова, З.Герасимова, В.Кошелев кĕтеççĕ ăна. Вĕсене тухтăр сиплев курсĕ ирттерме çырса панă. Медицина пунктне укола çÿреме йывăртарах туяççĕ хăйсене.

Вăрçăра вилнĕ салтак арăмĕсем, тыл паттăрĕсем, ĕç ветеранĕсем те шутра Альбина Петровнан. Яла районти тата Первомайскинчи больницăсенчен врачсем килсе çÿремелли график та пурин куç умĕнчех çакăнса тăрать. Кама хăш сиплевçĕрен консультаци кирлине пĕлнĕрен А.Албутова черетпе вĕсене фельдшер пунктне чĕнессине тĕпе хурать.

Медицина ĕçченĕсене ял йытти те паллать. Фельдшерица патне пулăшу ыйтма пыман çын та çук. Ача-пăча чирлемесĕр ÿсмест. Хуларан яла каникулта аслашшĕ-асламăш, кукашшĕ-кукамăш патне килекен мăнуксен сунасласси, вар-хырăмĕ пăсăласси те пулатех. Вĕсем те ют мар фельдшерицăшăн.

– Ĕçĕме килĕштернĕренех урăх çĕре куçма шутламарăм. Ман пата шăнкăравлаççĕ, килеççĕ пулсан– эпĕ çынсене кирлех. Тивĕçлĕ канăва тухичченех ял халăхĕн сывлăхне çирĕплетес ĕçе чун-чĕре хушнă пекех туса пырасчĕ-ха,– тет А.Албутова кăмăллăн.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика