12 мая 2012 г.
Районти сиплевпе профилактика учрежденийĕсенче 325 медицина сестри ĕçлет. Вĕсенчен 284-шĕ (87 процент) аттестациленнĕ: 134-шĕ (41 процент) аслă, 141-шĕ (43 процент) пĕрремĕш, 9-шĕ (3 процент) иккĕмĕш категориллĕ. Специалист сертификачĕ 322 ĕçченĕн пур. Сывлăх сыхлавĕ умĕнче тăракан çĕнĕ задачăсемпе килĕшÿллĕн медицина персоналĕн ĕçĕ-хĕлĕ çĕнелсех тăрать. Вĕсем пĕрремĕш пулăшу парасси те анлăланчĕ. Çавна май медицина сестри аслă квалификациллĕ специалист, врачăн тата пациентăн партнерĕ пулмалла. Шурă халат тăхăннăскерĕн, профилактика ĕçне те, сиплевпе диагностика пулăшăвне те типтерлĕ пуса пымалла. Вăраха кайнă чир аптратакансене, ачасене, аслăрах çулхи çынсене, сусăрсене сиплесси те, вĕсене больницăна вăхăтра выртма пулăшасси те медицина ĕçченĕсен тивĕçех.
Районта пĕтĕмĕшле практика врачĕн 10 уйрăмĕ ĕçлет. Кунти медицина ĕçченĕсем чирлисене тухтăр киличченех йышăнма, килте тата стационарта сиплев ĕçĕсене малалла тăсма, пациентсен шкулĕсенче занятисем ирттерме пултараççĕ. Вĕсемех “Нумай пурăнакансен шкулĕ”, “Сывлăхлисене сывлăх çинчен”, “Астма шкулĕ”, “Диабетсен шкулĕ” ĕçĕсене те хутшăнаççĕ. Çынсене чир çинчен сахалрах шутласа сиплеве вăхăтра пуçăнмалли çинчен ăнлантарни паха-çке. Чылайăшне лекци вуланинчен ытларах кăмăллăн калаçни витĕм кÿрет.
Медицина ĕçченĕн ятне тивĕçлипе тытса пырас , пĕрле вăй хуракансен, пациентсен хисепĕ пултăр тесен вара тăрăшулăх, чăтăмлăх сахал мар кирлĕ. Çакă çитетех тесе шутлатăп пирĕн ĕçченсен. Вĕсене професси уявĕпе саламланă май малашнехи ĕçре ÿсĕмсем сунатăп.
И. ПЕРЕПЕЛКИНА,
район больницин тĕп медицина сестри.