АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЭРНЕ УСĂЛЛĂ ИРТРĕ

16 мая 2012 г.

Кивĕ Ахпÿртри пĕтĕ-мĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни иртрĕ. Пĕрремĕш кун “Драматурги секцийĕн каçĕ” ятпа уçăлчĕ. Аслă класра вĕренекенсем сценка-юмах лартса пачĕç. Çавăн пекех ачасем авалхи йăла-йĕркесемпе паллашрĕç. 5-9 классенче вĕренекенсем хушшинче “Пултарулăх каçĕ” сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ. Жюри членĕсем Ангелина Маркова, Мария Волкова, Оксана Кошкина пултарулăхне вырăна хурса хакларĕç.

И.Яковлев ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăнтарса йĕркеленĕ “Çăлтăрлă сехет” вăййа пилĕк вĕренекен хутшăнчĕ. Çĕнтерÿçĕ ята 7 класри Анжелика Плешкова тивĕçрĕ.

5-6 класра Марина Карягинан “Çара тихасем” хайлавĕ тăрăх вулав конференцийĕ иртрĕ. Унта кашни ача хăй шухăшне пĕлтерчĕ. А.Капитонова библиотекарь хатĕрленĕ кăсăклă ыйтусем çине хуравларĕç вĕренекенсем. “Марина Карягинан пурнăçĕпе пултарулăхĕ” презентаци пăхрĕç. Конференци “Илемлĕ, илемлĕ...” юрăпа вĕçленчĕ.

И.Яковлев çуралнăранпа 164 çул çитнине халалланă викторинăра пуринчен те маттурри 9 класра вĕренекен Настя Антипова пулчĕ. Иккĕмĕш-виççĕмĕш вырăнсене Кристинăпа Оксана Салминасем йышăнчĕç.

Юрă ăстисен ăмăртăвĕнче пĕчченшерĕн те, ушкăнпа та тухрĕç сцена çине “чăваш эстрада çăлтăрĕсем”.

Эрне тăршшĕпе хастар пулнă ачасене, малти вырăнсене йышăннисене шкул дирекцийĕ Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Чăваш эрнине ирттерни пуриншĕн те усăллă пулчĕ.

М. ТАБАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика