16 мая 2012 г.
Пиртен вăхăтсăр уйрăлнă тăванăмăрсем канлĕх тупнă вырăна тирпейлесе тăрасси – сывă çынсен тивĕçĕ. Шел пулин те, хăш-пĕр ялсенче вăл хыт хурапа йывăç-турат айнех пулнă. Пĕри те тепри хастарланса ĕçе йĕркелекенни çук. Тĕрлĕрен ăпăр-тапăр та чылай сапаланса выртать. Вĕсене курсан чун ыратать. Çавах çивĕч çынсем çук мар. Акă, çак кунсенче Тутар Тиме-шĕнче пурăнакан Н.Зиатдинов, Д.Фасхутдинов, Ирекпа Даниар Закировсем, М.Камалетдинов, Р.Валеев, Р.Салеев пĕр сăмах тупнă та ял масарне йăлтах çÿп-çапран тасатнă. Ырă ĕç халăх умĕнче те пархатарлă.