16 мая 2012 г.
Компьютер ĕмĕрĕ вăй илсе пынă тапхăрта кашни иккĕмĕш çын унпа тухăçлă усă курма тăрăшать. Чи пахи– экран умĕнче ларсах çынпа куçа-куçăн калаçма пултарни. Усăр пуçне тата мĕн чухлĕ хыпар пĕлсе тăратăн!
Ытти чылай организаци-учрежденисенни пекех ял тăрăхĕсен те хăйсен информаци пухмачĕ пур. Хăшĕсен вăл чăнах та пуян, кашни хыпарне кăмăлтан вулатăн. Теприсен вара шĕвĕрех, ячĕшĕн çеç лартса хунă. Çĕнĕлĕхсене чăн чăвашла, асатте-асаннесен чĕлхипе çыракан янташсене вара мухтамалла çеç. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Сăкăтсемпе Пăлапуç Пашьелсем ырă тĕслĕхлĕ. Ытарлă информацисене шĕкĕлчеме питĕ кăмăллă.