16 мая 2012 г.
Районта Пĕчĕк тата вăтам предпринимателлĕх кунĕ иртрĕ. Ăна хутшăнакансем малтан райадминистраци умĕнче йĕркеленĕ куравпа паллашрĕç. Кунта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи усламçăсем хăйсем туса кăларакан продукцине вырнаçтарнă: çăкăр-булкăран пуçласа мунча кăмаки таранах пур. Иртсе-çÿрен те пырса пăхрĕ, кăсăкланчĕ. Çывăх вăхăтрах Кзыл Чишмара хатĕрлеме пуçлакан газобетон блоксем нумайăшне интереслентерчĕ. Халĕччен ют регионсенчен турттарнăскере малашне хамăр патăртах тума тытăнни – чăнах та ырă пулăм. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Глухов ку кирпĕче халех туянас текенсем пуррине пĕлтерчĕ.
Курав хыççăн бизнесменсем администрацин пысăк залне вырнаçрĕç. Канашлăва Николай Иванович уçрĕ. Вăл районта пĕчĕк тата вăтам предпринимателлĕх мĕнле аталаннине кĕскен каларĕ.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 164 пĕчĕк предприяти шутланать, 2010 çултинчен 28 процент нумайрах. 1169 уйрăм предприниматель пур. Çак сферăра 3865 çын вăй хурать. Пĕлтĕр продукци 400 миллион тенкĕлĕх кăларнă е маларахри çултинчен 7,5 процент ытларах.
Бизнесра ĕçлекенсен йышĕнче суту-илÿре тата обществăлла апатланура тăрăшакан нумайрах. Çавăн пекех строительствăра, сĕтел-пукан тунă, çăмăл автомашинăсене юсанă, тирпейленĕ çĕрте те пĕчĕк тата вăтам предпринимателлĕх вăй илсе пырать.
Район администрацийĕ предпринимательсене аталантарма май пур таран тăрăшать: бизнес-проектсем тÿлевсĕр хатĕрлесе парать.
Республикăра ирттерекен “2012–2014 çулсенче пулас фермерсене пулăшасси” конкурса пирĕн тăрăхран 19 фермер хуçалăхĕ хутшăннă, 16-шĕ тĕрĕслев тапхăрĕ витĕр тухнă, 14-шĕ патшалăх кĕмĕлне çак кунсенче илĕç. Тепĕр иккĕшне те пулăшу çитĕ.
Йывăрлăхсем те пур-ха. Пĕчĕк бизнеса çителĕклĕ пулăшма бизнес-инкубатор çукки чăрмав кÿрет. Ăна кăçал тума палăртнă.
Сăмаха малалла ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин предпринимателлĕх тата ал ăсталăх аталанăвĕн пай начальникĕ Е.Сергеева тăсрĕ. Вăл пĕчĕк тата вăтам бизнеса аталантарма паракан çăмăллăхсем пирки калаçрĕ. Чăваш Ен тата Раççей Федерацийĕн бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа уйăрнипе тĕплĕн паллаштарчĕ.
Чăваш Енĕн экономика аталанăвĕн министерствин пай начальникĕ А.Сергеев пĕчĕк тата вăтам предпринимателлĕхе пулăшакан инфраструктура пирки чарăнса тăчĕ, кирлĕ сĕнÿсем пачĕ.
Налук ыйтăвĕсене тата налук законодательствине кĕртнĕ çĕнĕлĕхсене Раççейри финанспа налук службин районсем хушшинчи инспекцийĕн ертÿçи В.Антонов çу-татрĕ.
Канашлура “Россельхозбанк”, “Сбербанк России”, Чувашкредитпромбанк”, “Ак Барс” банксен представителĕсем бизнесменсене паракан çăмăллатнă кредитсем пирки тухса калаçрĕç.
О.ПАВЛОВА.