АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышлă çемьере ĕçчен çын çитĕнет

16 мая 2012 г.

Хĕл каçнă хыççăн пуçласа çаран çине илсе тухнă ĕнесем ирĕке туйса енчен енне чупаççĕ, пĕр-пĕринпе тĕрткелешеççĕ. Кашниех итлеттереймест вĕсене. Арсентий Миронович вара кĕтÿç пушшине меллĕн çеç çавăрттарса пĕрре çеç шартлаттарчĕ: выльăхсем кĕркунне хăнăхнă çулпа уялла утрĕç...

Йышлă йăх теме те пулать Пÿртлĕри Албутовсене. Пĕр тымартан хунав яни те вуннăн. Арсентий Мироновичпа Александра Григорьевна шăпах çавăн чухлĕ ача çуратса ÿстернĕ. Килте вара пĕр ывăлĕ тĕпленнĕ. Ыттисем çунат хушса вĕçнĕ, авланса уйрăлса тухнă. Нинапа Лида Сителе качча кайнă. Толяпа Римма хулара тĕпленнĕ. Вера кÿршĕллĕ районти Шурут кинĕ пулнă. Николай, Геннадий, Дмитрий, Василий инçете кайман. Ывăлĕсем алă айĕнче пулни ашшĕ-амăшĕшĕн лайăх. Хăйсене тивĕçекен çĕр пайĕсене пĕрлештерсе вĕсем çуллен хуçалăх экономикине тĕреклетмелĕх кирлĕ культура туса илеççĕ. Ăрăва малалла тăсакансем ÿснĕ чухне кишĕр, сухан, чĕкĕнтĕр, çĕр улми çитĕнтернĕ. Тĕш тырă акни те пулнă. Юлашки вăхăтра анан ытларах пайне нумай çул ÿсекен курăк йышăнать. Ку та кирлĕ. Тĕпри Албутовсенех выльăхĕ йышлă. Лаша чунĕ çеç виççĕ. Ĕни, пăрушĕ, сурăхĕ – пĕр картиш. Пурте хĕл каçипе типĕ утта кавлекенсем.

– Çĕрпе ĕçлемелли техника çителĕклех пирĕн. Акмалли, лартмалли, çулмалли, пуçтарса илмелли, турттармалли хатĕрсем пур. Хамăр утнă, чупнă, çÿренĕ чухне ик алла усса ларас марч-чĕ, – теççĕ Албутовсем.

Ачисене, мăнукĕсене ĕç çумне вара Арсентий Мироновичпа Александра Григорьевна кĕ-çĕнренех явăçтарса пыраççĕ. Хăйсен те кăвапи çĕр ĕçĕпе, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе çыхăннă вĕсен.

Йăх тымарĕ сарăлсах пырать Албутовсен. Асатте-асанне текеннисем те 22 вĕсен, кĕçĕн мăнукĕсем вара пиллĕкĕн.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика