16 мая 2012 г.
Хăтлă та ăшă пÿрт ача сассипе тулнă. Алăк урати урлă каçсан сисмерĕм те, ачаш ача евĕр, тахăш вăхăтра куçăм сывлăм тумламĕпе кĕмĕлленчĕ. Савăнăç куççульне кил хуçи асăрхиччен шăлса илтĕм те капăр коридорпа малалла иртрĕм. “Мĕнле телейлĕ çемьене çакланнă ачасем!” шухăшларăм ăшăмра. Хуларинчен кая мар пÿлĕмре тирпейлĕх хуçаланать. Кашнийĕн хăйĕн кĕтес пур: пĕри ашшĕпе амăшĕн, тепри Ирина кинĕпе Коля ывăлĕн, виççĕмĕшĕ Сергей ывăлĕн.
Хăйсен хÿтлĕхне ютран илнĕ виçĕ хĕрĕн те уйрăм кĕтес. Кунсăр пуçне пысăк кухня, ванна пÿлĕмĕ, туалет. Кил хăтлăхĕпе паллашнă хушăра пĕр-пĕринпе шăкăл-шăкăл килĕштерсе вылякан ачасенчен пĕри, çулне кура мар хăйне артист евĕр тытма хăтланаканскер, тĕпелте кĕштĕртетекен хĕрарăм патне пычĕ те мăйĕнчен уртăнчĕ: “Аннеçĕм, аннеçĕм, юрататăп сана. Тата мĕн туса пулăшам;..”– чĕкеç чĕлхипе чĕвĕлтетрĕ хĕрача.
–Йывăр пулмасан, аппу валли пĕçернĕ торт çине лартса хитрелетмелли çуртасене шутла-ха. Пĕлетĕн-и миçе кирлĕ; – хăй пекех çепĕç ыйтрĕ амăшĕ.
–Пĕрре, иккĕ, виççĕ...–ушкăнтан илсе уйăрчĕ вĕсене пĕ-чĕкскер. Пиллĕкри София аслă аппăшĕ паян тăххăр тултарнине питĕ лайăх ас туса юлнă. Пĕрре пăхсах харсăрскер, хĕр пĕрчи çак çултах вулама та вĕреннĕ. Вăт матур!
Нумай та вăхăт иртмерĕ, тепĕр чиперкки лĕпĕш евĕр амăшĕ патне вĕçсе пычĕ те пилĕкĕнчен ярса илчĕ.
– Диана, атя хăвăртрах сĕтел çине хатĕрлесе пĕтеретпĕр те аслă апписемпе пĕрле Камилăна саламлама сĕтел хушшине ларатпăр. Мана ан чăрмантар-ха, матуркка...–каллех вырăнлă сăмах тупрĕ Лидия Минулловна. Хăй çавăнтах залра диван çинче ларакан менелник хуçи патне васкаса кайрĕ те кăпăшка аллипе хĕрачан çамкине тытрĕ, ăна çепĕççĕн çеç чуп туса илчĕ. Иккĕмĕш кун температура хăпарать-мĕн Камилăн. Çавăнпа ăна канлĕрех ларса тăма хушрĕ.
Патăрьелĕнче пурăнакан Лидияпа Анатолий Тарасовсем виçĕ çул каялла сăваплă ĕç тума тĕв тытнă–синкерлĕ шăпана пула патшалăх хÿтлĕхне çакланнă пĕр пепкене хăйсен ăшă çемйине йышăнас тесе шутланă. Çапла тума килĕшÿллĕ мăшăрăн вăй-хăвачĕ, ăс-хакăлĕ, тирпейĕ çителĕклĕ. Пĕр-пĕр мĕскĕне чун-чĕререн ырă туса аслă çул çине тăратни çĕре ÿкмĕ, харама каймĕ. Çак тĕллевпе вĕсем тĕп хуламăрти ача çуртне çул тытнă. Тăван ашшĕ-амăшĕн аманнă çуначĕ айĕнчен тĕрлĕрен сăлтава пула вăхăтсăр вĕçсе тухма тивнĕ пепкесен кашнийĕн тĕрлĕрен шăпа. Куçĕсенче– тĕксĕм-тĕксĕм тунсăх, çутă малашлăха кĕтни, пайăрсăрлăх... Мĕн айăпа кĕнĕ-ха çылăхсăр чунсем, тĕпренчĕксем хăйсене пурнăç парнеленĕ çынсен умĕнче; Мĕн сăлтавпа вĕсем пĕр-пĕрин чĕре таппине туяймаççĕ, ăшă ытамра киленсе вăй пухаймаççĕ, ăшри туйăмсене кăлараймаççĕ; Кам айăплă çакăншăн;
Ача çуртне мĕн çăмăлпа килнине пĕлсен, воспитательница вĕсем патне иккĕри пĕр хĕр ачана аллинчен çавăтса тухнă. Черченкĕ, шуранка, пуçĕнче çÿçĕ те çук...Калаçма та тин кăна вĕренсе пыраканскер, палламан аппăшĕпе пиччĕшĕ хăйне илме килнĕ тесе шутланă курăнать. “Манăн апписем те пур. Эпир пĕрле каятпăр”,–пат татса хунă çакскер. Нумай пулмасть ача çуртне вырнаçнăскерсем чăнах та виççĕн пĕр варта выртнă иккен. Çак тĕпренчĕксене, пĕр тăвансене епле уйăрайăн; Сăнĕсемпе те мăйăрпа йĕкел пек ăрасна тееймĕн. Пурте пĕр евĕр хитрескерсем. Çапла, шутламан-туман çĕртенех Тарасовсен çемйине харăсах виçĕ “çĕнĕ кайăк” хутшăннă: ултă çулхи Камила, тăваттăри Диана тата иккĕри София. Паян çĕр çинче вĕсенчен телейли çук та пулĕ. Эрех-сăра серепине çакланнă ашшĕ-амăшĕ пепкисене кирлĕ пек пăхманран, вĕсене сывлăх тĕлĕшпе те, сăн-питрен те япăхтарса янă. Халĕ вара чиперккесен куçĕсем çăлтăрла çиçеççĕ, хăйсен савăнăçне пайласа пĕтереймеççĕ.
Лидия Минулловна паян пилĕк ача амăшĕ. Шел, улттăмĕш пепкин чунĕ ытла та çамрăкла çÿлти патшалăхра канлĕх тупнă. Димăпа пулнă инкек – ку таранччен те çемье суранĕ. Çулсем иртнĕ-çемĕн те пирчейми йывăр хуйха çăмăллатас тĕллевпех çуртра ача сассине хушма шухăш тытнă Тарасовсем. Уншăн вара пĕрре те ÿкĕнмеççĕ. Савăнаççĕ анчах.
– Хамăр та саккăрăн сак тулли çитĕннĕ. Пысăк йыша çав тери кăмăллатăп. Анчах пытармастăп, малтанласа харăсах виçĕ ачана хамăр яваплăх çине илме питĕ хăрарăм. Вĕсен шăпине, малашлăхне эпир татса паратпăр-çке. Çемьере тивĕçлĕ воспитани илейменскерсене йĕркене, тирпее хăнăхтарма та çăмăлах пулмарĕ. Кашнийĕн хăйĕн характерĕ, хăтланăвĕ. Мăшăрăмпа чылай çанă тавăрма тиврĕ. Ирина кинĕм хуларан килсен те вĕсемпе учительница евĕр ĕçлетчĕ: вулаттарать, çыртарать, сăвăсем вĕрентет, кил-çурта тирпейлеме хăнăхтарать. Хам та воспитательница пекех тăрăшатăп. Анне пулни çеç çителĕксĕр. Кашни ĕçе, урока вăхăтпа тăватпăр. Пĕрле ĕçлетпĕр, пĕрле канатпăр. Вĕсем пирĕн питĕ матурскерсем. Ĕçлес тесен, каçăхса каяççĕ. Пушă вăхăтра алă ĕçне, апат пĕçерме хăнăхтаратăп. Хĕрсене çакă пурнăçра чи кирли-çке. Çуралнă кунсене яланах тулли кĕрекере уявлатпăр, пĕр-пĕрне парнесем хатĕрлетпĕр, савăнатпăр, саламлатпăр,–хавхаланса калаçать амăшĕ пурне те хăй çумне ăшшăн-ăшшăн çупăрланă май. Çакă мар-и-ха шăпăрлансемшĕн чи пысăк телей!
Мĕнпур кăмăлтан, чунтан пăхать ачасене çак çемье. Ку таранччен куç хупман каçсем те, пăшăрханмаллисем те пайтах пулнă. Мăшăр çакна яланах хăйĕн вăйĕпе парăнтарма тăрăшнă. Вĕсен тĕп тĕллев–çунат айне хÿтлĕхе илнĕ пепкесене çĕр-шыва юрăхлă тăвасси. Вăл çеç те мар: ваттисен пиллĕхĕпе çемье çавăрма пулăшасси. Ун чухне вара хĕрсем телей савăнăçне хăйсене çуратнă ашшĕ-амăшĕпе мар, йывăрлăха парăнтарса пăхса ÿстернĕ ашшĕ-амăшĕпе пайлĕç. “Тавах сире, чи çывăх çыннăмăрсем, пире тĕрĕс çул çине тăма пулăшнăшăн...” – тесе вĕсене ăшшăн-ăшшăн хăйсен ытамне илĕç. Çапла тума Аслă Пÿлĕхçĕ пулăштăрах.
Альбина ЕГОРОВА.