АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр республикăмăра та кирлĕ

19 мая 2012 г.

Ватă çынсем патне шанчăка кĕрсе вĕсен ял хуçалăх çĕрĕсен пайĕсене саккун нормисене пăсса пĕчĕк хакпа туяннă хыççăн хаклăрахпа сутă туса пуяс текенсем тĕлĕшпе Чăваш Республикинче пĕрремĕш судсем иртнĕ.

Çĕрпе суту-илÿ тăвас çĕрти суеçтерÿсем нумай çул пыраççĕ пулин те, халĕ тин “пăр тапранни” мĕнпе çыхăннă-ха; Çак ыйту çине хурав шыраса “Советская Чувашия” хаçат корреспонденчĕ Чăваш Республикин пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕпе С. ЕНИЛИНĂПА тĕл пулнă.

– Эсир хускатнă ыйту обществăра тымарланнă темелле. 2010 çулта пирĕн министерство çак ыйтура патшалăхăн тата ял ĕçченĕсен интересĕсене активлă хÿтĕлеме пуçларĕ. Çавăн чух тин çак ултав ĕçĕ якалса çитни куç умне тухрĕ. Аферистсем саккун нормисене пур енпе те иртме тăрăшнă иккен. Çавăнпа та паян вĕсем тĕлĕшпе пуçарнă суд ĕçĕсем йывăррăн пыраççĕ. Явап тытма саккун умне тăратнисем суд процесĕсене тăсассипе çĕр тĕрлĕ мел шыраççĕ. Вĕсен “хÿхлевĕсем” паян нумай инстанцисенче выртаççĕ.

Йĕркене пăсакансемпе кĕрешесси саккуна çĕнетÿсем кĕртнипе мар, Чăваш Республикин Президенчĕ (халĕ Пуçлăхĕ) пулма Михаил Игнатьева çирĕплет-нĕрен пуçланчĕ. Унăн принципла тĕллевĕ – граждансемпе патшалăхăн интересĕсене хÿтĕлесси. Çак позици нумайăшне килĕшмест пулĕ, анчах эпир хамăр пуçăннă ĕçе анлăлатса çеç пырăпăр. Акă, иртнĕ кунсенче кăна эпир республика прависене пăсса уйрăм çын харпăрлăхне куçарнă 100 гектар ытла çĕр пирки суда тавăç тăратрăмăр. “Çĕнĕ бизнесменсем” харпăрлăха илнĕ çĕрпе тĕллевлĕн ял хуçалăх продукцийĕ туса илме усă курнă пулсан юратчĕ. Анчах вĕсем çакăн вырăнне çĕре пĕчĕк пайсем çине пайласа вĕсене ваккăн тата пысăк хаксемпе сутассипе ĕçлеççĕ. Ку вара йĕркене пăсни пулать. Ун çине эпир куç хупаймастпăр.

– Ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсемпе “ĕçле-нĕ” чух мĕнле йĕркене пăсни ытларах куç умне пулать;

– Кунта “Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пусă çаврăнăшĕ çинчен” ятарлă саккун пуррине палăртса хăварам. Унта çĕр участокĕсемпе мĕнле усă курмаллине питĕ ăнланмалла каланă. Кирлĕ пулсан Чăваш Республикин вĕсене туянма мал пĕлтерĕшлĕ право та пур. Çапла вара çĕр хуçин хăйĕн çĕр лаптăкне сутас тесен чи малтан ăна Республика Правительствине сĕнмелле. Правительство официаллă йĕркепе вăл е ку участок республикăна кирлĕ мар тесен кăна ăна çĕр хуçи виççĕмĕш участнике сутма пултарать. Анчах хакĕ республикăна сĕннинчен кая пулмалла мар.

– Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, çĕр ыйтăвĕсемпе сиксе тухакан аферăсем ытларах ватă çынсемпе çыхăннă. Вĕсем хăйсем тĕллĕн йышăну тăвайманнипе усă кураççĕ те пулас “çаврăнăçуллисем”;

– Ку тĕрĕсех. Посредниксем тата ял хуçалăх çĕрĕсене вăрттăн туянакансем хăйсен ултавлă ĕçĕсене пурнăçа кĕртме саккунсене лайăх пĕлмен ватă çынсене – çĕр хуçисене – суйласа илеççĕ. Посредниксем саккунри юридицилле ыйтусене тĕш-мĕртмен ватăсенчен çĕрĕсемпе усă курма доверенность илеççĕ. Çав хутсем çине ватă çынсем хăйсен çĕр участокĕсемпе тĕрлĕ операцисем тума ирĕк парса алă пуснине те ăнланмаççĕ. Пĕрремĕшсем вара çĕр хуçисене чăн хакран вунă е çĕр хут сахалрах укçа тÿлеççĕ. Çак ултав çулне ура хурасси – пирĕн тĕллев.

– Светлана Александровна, Сирĕн министерство хăйĕн ĕçĕнче çĕр участокĕсем тĕлĕшпе тата мĕнле ултавсем тунине тĕл пулать;

– Çĕр участокĕсене çĕр пайĕсем шучĕпе виçсе илнĕ çĕрте нумай ултавсем çиеле тухаççĕ. Тĕслĕхрен, вăл е ку ватăн шаннă çынни çĕр участокĕсене ял çывăхнерех е ялăн аталану перспективи пур вырăнсене илме тăрăшать. Кунта вырăнсенчи ял тăрăхĕсен специалисчĕсем те саккуна пăсас çул çине тăма пултараççĕ. Кун пек чух вĕсем ватăсем патне киле пырсах пай çĕрĕсене сутма е уйрăм çын çине доверенность çырса пама ыйтаççĕ. Ку вăл пурăна-киле çĕре сутасси патне илсе пыракан çул-йĕр.

– Çĕрсем тĕлĕшпе унчченхи çулсенче пурнăçа кĕртнĕ “ĕçсене” Сирĕн министерство тĕрĕслет-и;

– 2010 çулччен республика ял хуçалăх пĕлте-рĕшлĕ çĕрсене туянассипе ĕçлемен. Анчах пурнăç улшăнать. Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство умне унчченхи çулсенче çĕр тĕлĕшпе саккунсене пăснă тĕс-лĕхсене пĕтерес тĕллев лартать. Кунпа пĕрлех çав йăнăшсене малашне те тăвас марри тăтăшах кун йĕркинче тăрать. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче нумай ачаллă çемьесене çĕр парассипе Саккун ĕç-леме пуçларĕ. Ун ĕçĕнче çĕр участокĕсем пуриншĕн те меллĕ пуласси тĕп вырăнта. Апла пулсан Чăваш Республикине те çĕр кирлĕ.

З. ШИТЛАЕВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика