19 мая 2012 г.
ÇУ уйăхĕ уйрăмах праçниксемпе пуян. Тунтикун, майăн 21-мĕшĕнче, Евангели çыракан Иоанн Богослов апостола асăнмалли кун. Ун хыççăнах хăватсем тăвакан Николай святитель кунĕ. Чăвашсем ăна çуллахи Микула теççĕ.
Тепĕр икĕ паллă уявĕ вара Мăнкунпа çыхăннă куçăмлă праçниксем. Юнкун–Мăнкун вĕçĕ, ун чухне ятарлă кĕлĕсем вулаççĕ. Кĕçнерникун вара вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă Христос 40-мĕш кунне çÿле пĕлĕт çине çĕкленни (Вознесение). Эппин, хуçалăхсенче çур акине ăнăçлă вĕçлесе çак уявсене тивĕçлĕ шайра ирттерме пурне те Турă пулăштăрах. Таса Троица уявне те йĕркеллĕ, тулли кăмăлпа кĕтсе илер.