АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИРТНИСĕР МАЛАШЛĂХ çУК

19 мая 2012 г.

Ватта хисеплекен телейлĕ пулать, теççĕ. Ку вăл ытахальтен калани мар. Халăх сăмахлăхĕнче çакă–хăйне евĕрлĕ тĕнче курăмĕ, пиншер-пиншер çын ăсĕ. Ватă çын вăл–иртсе кайнă кун-çул, истори, тахçанхи пурнăçăн хут çине çырман летопиçĕ. Çакна питĕ тĕрĕс ăнланса илнĕ Юхма Мишши. Вăл мĕн ачаран, ялтан-яла çÿресе, ватă çынсемпе калаçса, хамăр халăх историне тĕпченĕ. Кирлĕ пулчĕ-и-ха ăна çакă пултарулăх ĕçĕнче; Питĕ кирлĕ пулчĕ, историлле темăна алла илме чăнласах та пулăшрĕ. Историн упранса юлман татăкĕсене шыра-шыра тупса, вĕсемпе, документсемпе пĕлсе усă курса, Юхма Мишши “Элпи чечекĕсем” кĕнекине, “Юрăçă шăпи” повеçне, “Мускав çулĕ”, “Кăвак çĕмрен” романĕсене тата ытти хайлавĕсене çырчĕ. Вĕсем халĕ пирĕн халăх юратакан произведенисем пулса тăчĕç.

Кашни çыравçă пурнăçĕ – шырав, тĕпчев. Çапах та историлле темăна çĕклекенсен ĕçĕ ку тĕлĕшрен уйрăларах тăрать. Мĕншĕн тесен авалхи çинчен çырнă чухне писателĕн калама çук пысăк тĕпчев ĕçĕ туса ирттермелле, тахçан пулса иртнĕ кашни пулăма хăйĕн геройĕсен куçĕпе курса ăнланмалла, пĕр пулăмпа тепĕр пулăм хушшинчи çухалнă çипсене тупса сыпмалла. Историк авал мĕн пулнине каласа парать, вăл пĕр саманапа тепĕр самана хушшинчи çухалнă пулăма шыраса тертленмесĕр те пултарать. Писателĕн ĕçĕ вара ку çулпа кайсассăн суя хайлав пек пулса тухать: унăн çав авал мĕскер пулса иртнине шалтан, çав вăхăтра пурăннă çынсен куçĕпе курса, чун-чĕрипе ăнланса, каласа мар, тем пысăкăш асамлă тĕкĕр çинчи пек кăтартса памалла. Акă, “Элпи чечекĕ” кĕнекери геройсем чăнласах та пирĕн куç умне ĕлĕк-авал пурăннă чăваш паттăрĕсен галерейи пек тухса тăраççĕ. “Мускав çулĕ” романа вуланă чухне эпир вун çиччĕмĕш ĕмĕрти чăваш халăхĕн пурнăçне куç умĕнчи пек куратпăр, унти тĕп сăнар пире чăнласах та историре пулнă чаплă çар пуçĕ пек туйăнать. “Кăвак çĕмрен” романри Укаслу хĕр полковника та эпир çыравçă шутласа кăларнă сăнар пек мар, Емельян Пугачев вăрçи вăхăтĕнче тăван халăх телейĕшĕн ырми-канми кĕрешнĕ çар пуçĕ пек куратпăр.

Чылай хушă çырулăхсăр пурăннă халăх çинчен летопиçсемпе хроникăсенче çырса хăварни те сахал. Çавăнпа та ĕнтĕ писатель авалхи саманасене çырса кăтартнă чухне халăх сăмахлăхĕнче упранакан тĕс-лĕхсемпе усă курни питĕ тĕрĕс.

18–19-мĕш ĕмĕрсем çинчен çырнă чухне Юхма Мишши историлле документсемпе ытларах усă курать. Акă, унăн “Кункăш–вилĕмсĕр кайăк” е “Эткер” романĕсене илер. Вĕсенче писатель историлле документсене илсе кăтартнипе çеç çырлахмасть, чылай чухне пĕр-пĕрне хирĕçлекен çыравсене тĕрлĕ енчен пăхса тухса, арпашăннă çип ушкăнне пĕр çăмхана çăмхаланă пек йĕркелесе, хăй вырăнне лартса пынине куратпăр. Тĕп сăнар–халăх, çак нушара пурăнакан халăх хушшинче çуралса ÿснĕ те ĕнтĕ ăна çутта кăларакан И.Я.Яковлев. Вăл малта пыракан вырăс çыннисем пулăшнипе, Чĕмпĕрти чăваш шкулне уçать, чăваш çырулăхне, букварьне туса хатĕрлет. Пĕр сăмахпа каласан, вилĕм шăтăкĕ умĕнче тăракан халăха пуласлăх çулне тупса парать. Ку вăл–çутталла тухасси. Çак пархатарлă ĕçе тата камсем пулăшса пыни çинчен те Юхма Мишши романĕнче лайăх курăнать.

“Термен” роман “Эткерĕн” тăсăмĕ темелле. Кунта та пирĕн халăх çырулăх тунă, малтанхи кĕнекесене алла илнĕ хыççăн авалхи тĕттĕмлĕхрен, асаплăхран тухса пуласлăх çулĕ çине тăрассишĕн епле паттăррăн кĕрешнине ĕненмелле, курăнуллăн, чăн-чăн ăста çыравçă куçĕпе кăтартса панă. Ку ĕçе ертсе пыраканĕ– пирĕн улăп-этемĕр И.Яковлев.

Çыравçă яланхи пекех, хăйĕн çак пархатарлă ĕçĕнче историлле документсемпе те, тăван халăхăн ĕмĕрсем хушшипех сыхланса юлнă, аталанса пынă ăс-хакăлĕпе, фольклор материалĕсемпе те анлăн, кирлĕ пек, пĕлсе, тирпейлĕн усă курать. “Кашни халăх культури, сĕтел пек, тăватă ура çинче никĕсленсе тăмалла ,–тенĕ И.Яковлев,– илемлĕ литература, живопись, музыка, сценăлла ăсталăх”.

Нумаях пулмасть тата Яковлев юбилейĕ тĕлне “Шарал” роман та кун çути курчĕ. Романри ĕçсем–Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ çĕкленсе, пĕтĕм тĕнче ырă ятпа асăнакан вĕренÿ çурчĕ пулнă вăхăт. Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ пирĕн халăхшăн ун чухне хăйне евĕрлĕ университет та, кĕнеке издетельстви те, тĕпчев институчĕ те, художество галерейи те, музей та пулнă. Е пĕтĕм чăваш халăхĕн çутта тухмалли центрĕ.

Юхма Мишши чăваш çыравçисен хушшинче ытларах историллĕ романсемпе повеçсем тата калавсем çырнипе палăрса тăрать. Вĕсенче пуринче те писатель тăван халăхăн иртнĕ пурнăçне, ытти кÿршĕллĕ халăхсемпе вăл епле туслă, алла-аллăн телейшĕн, ирĕклĕхшĕн хастаррăн кĕрешнине тĕрĕс те ĕненмелле, вулакан тÿрех кирлĕ пек ăнланмалла çырса кăтартать.

“Кам тăван халăхне юратать, кам ăна ырă сунать, ун вăйне шанать–ĕненет, çавă теприн хăй халăхĕ валли тунă ырă ĕçне те тивĕçлипе хаклатех”, тенĕ И.Яковлев.

С. КУЛАКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика