19 мая 2012 г.
Упамсари пуçламăш шкул-ача садне аллăн çÿреççĕ. Вĕсенчен 25-шĕ пуçламăш пĕлÿ илеççĕ. 1-3 классемпе Н.Егорова учительница кăтартуллă урок ирттерчĕ. Педагогăн тĕп тĕллевĕ халăх сăмахлăхĕ çинчен вĕреннине çирĕплетесси пулчĕ.
Ачасем ваттисен сăмахĕсене, тупмалли юмахсене, халапсене, чăваш юрри-ташшине аса илчĕç. Мĕнле тарăн шухăш, ăс вĕсенче! Тупмалли юмахĕсем те кăсăклă. Ытарлăн каланине те ăнланма пĕлмелле. Шутламасан пĕрин тупсăмне те тупаймăн.
Урокра ачасем халăх инструменчĕсемпе (шакмак, çатăрка, тинкĕлтин, шакăртма, хăнкăрав) каласа савăнчĕç.
К. ИВАНОВА,
шкул-сад директорĕ.