19 мая 2012 г.
Сиенсĕр сигарет та, эрех те çук. Унччен табак çулçисемпе усă курнă пулсан, халĕ çÿппине те пăрахмаççĕ, йÿнерех тăвас тесе йăлтах вĕтетсе яраççĕ, тĕрлĕ ароматизатор ху-шаççĕ. Çамрăксене хăйсен серепине ытларах çаклатас тĕллевпе çавăн пек хăтланаççĕ.
Пирус – этеме хăйне парăннă çынни тăвакан, унăн сывлăхне пĕтерекен, çулне кĕскетекен наркотик. Туртакансем хăйсене кăна мар, пĕрле пурăнакансен сывлăхне те хавшатаççĕ. Пĕр сигарет этем ĕмĕрне 5-6 минут чухлĕ чакарать. Çын кун-çулĕ вăтамран вунă çула яхăн кĕскелет. Анчах та туртакан çынсенчен çуррине яхăн кунне пĕр пачка таранах мăкăрлантарать. Чĕлĕм сĕрĕмне пула тĕрлĕ чир-чĕр вăй илсе аталанать.
Çĕр çинче тепĕр пысăк, шухăшлаттаракан ыйту – ĕçкĕ... Мĕн чухлĕ çынна çак ирсĕр япалана пула ĕçрен кăларса яраççĕ, çемье арканать, ыттисене хăйсен çумĕнчен сивĕтеççĕ. Ÿсĕр-ле аварисем пулаççĕ.
Шел пулин те, мана çак чĕлĕмпе эрех ыйтăвĕ питĕ пăшăрхантарать. Çын шкул саккийĕ çинченех çак ирсĕр ĕçсемпе туслашсассăн унăн пуласлăхĕ мĕнле пулĕ-ши;
М.САМДЕЛОВА,
Аслă Чементи вăтам шкулта вĕренекен.