23 мая 2012 г.
Пурнăçри пĕрремĕш тÿпеме илтĕр эсир. Халĕ тăван шкулпа сыв пуллашатăр. Çакă – чуна хумхантаракан, хурлантаракан, куççуль кăларакан самант. Мĕн чухлĕ ăшă аса илÿ: кăткăс арифметика задачисене шутланă, Хисеп грамотисем, дипломсем, ытти наградăсем илнĕ, “пиллĕк-семпе” “иккĕсемлĕ” пулнă... Шкул çулĕсем сисĕнмесĕр иртрĕç. Пурне те сире экзаменсене ăнăçлă тытма çирĕп сывлăх, телей сунатăп. Умăрти тĕллевĕрсем пурин те пурнăçланччăр. Шкул алăкĕсем сирĕншĕн яланах уçă пулĕç. Малашлăх– çамрăксен аллинче – сирте.
Пурне те хумхантаракан самант çитрĕ – юлашки шăнкăрав. Вăл сире пурнăçăн анлă çулĕ çине чĕнет.