АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пÿр кунта – 144 экземпляр

23 мая 2012 г.

Елчĕк почтамчĕн Патăрьелĕнчи уйрăмĕнче майăн 16-мĕшĕнче клиент кунĕ иртрĕ. Ăна кунта ĕçлекенсем тăрăшсах хатĕрленнĕ. Мĕн пур йышши хаçат-журнал çырăнтармалли каталогсене сĕтел çине вырнаçтарнă. Унтах çырăнтарăвăн çăмăллатнă йĕркипе паллашма пулать. Клиент кунĕ çинчен халăха маларах пĕлтернĕ. Мероприяти уçăлни çинчен уйрăмри хаçат-журнал çырăнтарас ыйтупа ĕçлекен З.Цветкова специалист пĕлтерчĕ. Унтан Раççей почтин республикăри управленийĕн ертсе пыракан ĕçченĕ В.Симукова калаçрĕ. Ăна уйрăмри почтальонкăсем те тимлĕн итлерĕç. Умри тĕллевĕсене пурнăçласан, çырăнтарăва пĕр тикĕс тытса пырса кашни подписчикпа вăхăтра тĕл пулсан, хавхалантару та кĕтет-мĕн. Елчĕкри почтамт ертÿçи П.Блинов ĕçе хăвăртлатмалли çинчен аса илтерчĕ. “Хыпар” хаçат редакторĕн çумĕ М.Арланов район тĕкĕрĕпе пĕрлех ытти “чун апачĕсене” те çырăнма сĕнчĕ.

– 100 экземпляр ытла “Авангард” салататăп эпĕ Патăрьелĕнчи хама тивĕçекен урамсенче. Çулленхи çырăнтарăва тирпейлĕ туса пыма пулăшакансемпе савăнатăп. Акă, Ф.Вахитова иккĕмĕш çур çулта илсе тăма 6 хаçат çырăнчĕ. Вăл шутра районăн та пур, – терĕ Е.Еремеева почтальонка.

Уйрăмра 7 почтальонка. Вĕсем пĕрремĕш çур çулта район хаçатне 761 экземпляр салатаççĕ. Çак кăтартăва малашне те тытса пыма пулаççĕ. П.Блинов ертÿçĕ умĕнче хăйсен сăмахне çирĕп тытасса шантарчĕç.

Клиент кунĕнче уйрăма килсе çырăнакансем те йышлăн пулчĕç. Акă, В.Белков çамрăк мар ĕнтĕ. Çавах “Авангарда” ашшĕ-амăшĕ çырăнса панăран ачаранах вулама хăнăхнă. Халĕ унсăр пурăнаймасть. И.Алеев тренера та район хыпарĕсем çывăх. Спорт мероприятийĕсем çинчен хăй те информацисем парать. Л.Ахмеева ĕçлĕ кун-çулне нумайччен почтăпа çыхăнтарнă. “Авангард” хаçат уншăн – чун уççи.

– Район хаçатне пĕр саспалли хăвармасăр вулатăп тесен те суя мар. Тиражĕ таранчченех интересленетĕп. Çулленех çырăнатпăр, – терĕ Патăрьелĕнчи социаллă страховани фончĕн специалисчĕ Л.Сатарова.

Кăмăллă иртрĕ клиент кунĕ. Ĕç вĕçленнĕ тĕле район хаçатне 144 экземпляр çырăнчĕç. Вăл шутра Т.Яковлева тата Н.Ермилова почтальонкăсем 14-шар çемьене “Авангардлă” турĕç.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика