АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Росгосстрах инкекре пулăшать

23 мая 2012 г.

Çурхи шыв-шура пула инкек тÿснĕ граждансенчен Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалне 270-е яхăн заявлени кĕнĕ Инкеке ытларах уйрăм çуртсемпе хуралтăсем лекнĕ. Вĕсен тăкакĕ 1,5 миллион тенке яхăн. Паяна 220 тĕслĕхпе пĕр миллион та 300 пин тенкĕ тÿленĕ. Районтан Тикеш, Çĕнĕ Ахпÿрт, Анат Туçа, Патăрьел ялĕсенчи халăх Пăла вăйлă сарăлнипе нуша курчĕç. Çакăнти çынсем аса илнĕ тăрăх, кун пекки 15-17 çул хушши пулман. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчен 31 ыйту çитнĕ. Вĕсене пурне те саплаштарнăпа пĕрех. Сăмах май, пирĕн тăрăхра çурт-йĕре тата ытти япаласене инкек-синкекрен страхлассипе тимлĕх сахал мар уйăраççĕ. Акă, пĕлтĕр Сăкăтра, Тутар Сăкăтĕнче, Алманчăра пурăнакансене вăйлă çиле пула нуша тÿснипе Росгосстрах компани пулăшса ячĕ. Вĕсем çемье бюджетне самай упраса хăварчĕç.

Страхлакансем çут çанталăк кÿрекен пур инкеке те те шута илеççĕ тееймĕн. Акă, ейÿ сарăлни (юхан шывсемпе кÿлĕсем çыранран тухни) юр ирĕлнипе çуртсене шыв илнипе çыхăман. Тĕслĕхрен, район центрĕнчи 50 çуртран 20не шыв кĕнĕ, ку ейÿ мар. Вăл дренаж каналĕсене хупласа хунипе, вĕсем вырăнне хуралтăсем, хÿмесем тунипе пулать.

– Нумайăшĕ укçа перекетлес тесе çуртсене пушартан çеç страхлаççĕ. Хуралтăсене, мунчасене, çав вăхăтрах çут çанталăк кÿрекен инкексене килĕшĕве кĕртмеççĕ, – тет Росгосстрахăн Патăрьелĕнчи уйрăм начальникĕ А.Кузюкова. – Ейÿ сарăлнипе, çил-тăвăла пула инкек тÿссен те ун пеккисен хăйсен шутĕнченех çĕнĕрен тума тивет. Йÿнĕ, çав вăхăтрах пĕтĕм тăкака саплаштаракан полиссем çук.

Май уйăхĕнчи уявсенче çут çанталăк пире татах тĕрĕслерĕ. Вăйлă çил Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри, Алманчăри çуртсен тăррисене, хуралтăсене, пурлăха инкек кÿнĕ. Тепĕр куннех “Росгосстрах” компанин страхлаканĕсем вырăна çитсе тăкаксене шута илнĕ, заявленисем йышăннă. Страхланнисене пурне те кĕмĕл панă.

Умра – çу. Çил-тăвăл алхасасса, пăр çăвасса кĕтсех тăмалла. Çавăнпа та пурлăха страхлама ан манăр! .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика