23 мая 2012 г.
Пирĕн вăхăтри çынсен пурнăçĕ шурă кулачă çеç çисе иртмен пулин те, ачалăха та, çамрăклăха та, каярахпа çемьеллĕ пурнăçа та начарпах аса илес килмест. Ырă йăла-йĕрке питĕ нумайччĕ. Каçсерен улах ларни, вăййа тухни мĕне тăратчĕ! Никам та хирĕçмен, çапăçман, нĕрсĕрленсе те çÿремен. Пурте ĕçленĕ, усăллă ĕç тунă. Ялта, паллах, шухăрах çынсем пулнах. Ун пек пуçтахсене массăллă мероприятисенче халăх дружинникĕсем пăхса, сăнасах тăратчĕç. Иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче чăмăртаннă çакнашкал “должноçлă” çынсенчен милицинчен шикленнĕ пекех сехĕрленнĕ. Пакунлисен пулăшуçисемех шутланнă. Кăнтăрла та, каçхине те йĕрке тăвас тĕллевпе урамсенче çÿретчĕç. Çакнашкал хастар общественниксем пулнин усси пысăкчĕ, преступлени тăвакансем те сахалччĕ, обществăлла вырăнта йĕркене пăхăнманнисем те çукпа пĕрехчĕ. Анчах тем сăлтавпа пĕр вăхăтра çав хастарсем çухалчĕç. Халĕ вара каллех вырăнти хăй тытăмлăх органĕнче дружинниксем тĕллевлĕ ĕçлесе каймалли пирки калаççĕ. Ман шутпа, ыррине каялла тавăрни питĕ кирлĕ. Вăл ял тăрăхĕсенче çирĕп йĕрке тума çеç пулăшĕ. Ун чухне çамрăксем, çул çитмен ачасем хура ĕç тăвасси те чакĕ.
Тепĕр ыйтăва та хускатасшăн. Ĕлĕкрех пирĕн тăрăхра кашни ялтах черетпе кас хуралне тухатчĕç. Вăл районти ытти ялсенче те пулнă-тăр.“Сирĕн кĕçĕр кас хуралĕ” текен плакат килĕрен киле куçса çÿретчĕ. Çак яваплăхран вара никам та пăрăнман, хирĕçлемен. Яла инкек-синкекрен, усал-тĕселтен, вăрă-хурахран çĕрĕпех сыхланă. Вут-кăвар алхасса пушар тухсан вара ял кĕрлесе тăмалла чан çапнă:ян! та ян! кĕрлесе çеç тăнă. Туслă халăх автомашинăпа е тракторпа шыв илсе килессе кĕтмен, витресем йăтнă та инкеке парăнтарма чупнă. Айккинче пăхса тăракан та пулман. Ялсенче çак ыйтăва каялла тавăрсан та аван. Мĕншĕн тесен укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула хальхи вăхăтра кил-çурта, пурлăха пурте инкек-синкекрен страхлаймаççĕ. Сыхланакана вара Турă та сыхлать теççĕ.
Г.СУГУТСКИЙ,
Тури Туçа ялĕ.