23 мая 2012 г.
Пирĕн республикăра халăх пурнăçне лайăхлатас, ăна тĕрлĕрен пулăшу парас тĕлĕшпе сахал мар программа ĕçлет. Вăл шутра нумай çемьеллĕ ачасене патшалăх пулăшăвĕ памалли йĕрке те çирĕп вăйра. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче вăл ăнăçлă пурнăçланса пырать темелле. Ку тĕлĕшпе Патăрьел ял тăрăхĕнче те “ пăр тапраннă”. Паянхи кунччен ултă çемьене пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма, хуçалăха аталантарма çĕр лаптăкĕсем уйăрса панă. Иртнĕ çул пĕрремĕш сертификата виçĕ ача ашшĕпе амăшĕ Ирек Мардияновичпа Алсу Наиловна илме тивĕçнĕ. Вĕсем хыççăнах çак çăмăллăхпа усă курма Андрейпа Светлана Румянцевсене ирĕк панă. Çемье пуçлăхĕ ял поселенийĕнче тăрăшать, мăшăрĕ вара вăхăтлăха ниçта та ĕçлемест, виççĕмĕш пепкипе ларать. Çывăх вăхăтрах çамрăксем хăйсен ăшă “йăвине” çавăрасшăн. Çак тĕллевпех Альбина Николаева, Геннадий Матросов, Роман Никифоров, Владислав Сурков ячĕсемпе 1.500 квадратлă метр çĕрпе тÿлевсĕр усă курмалли сертификата парнеленĕ. Нумай ачаллă çемьесем кашниех патшалăх алă тăсса панипе питĕ кăмăллă, унпа малашне туллин усă курасшăн. Тепĕр темиçе çултан вĕсен çĕнĕ вырăнта çурт çĕкленĕ, пахчинче улма-йывăçĕ савăнтарĕ, кил-картинче выльăх-чĕрлĕхĕ тупăш парĕ.
А. НИКОЛАЕВА.