АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тахçантанпа кĕтнĕ çумăр шултра пăр илсе килчĕ

26 мая 2012 г.

АКА-СУХА ĕçĕсем вĕçленсе пынă май, ял çынни типсе кайма ĕлкĕрнĕ çĕр-аннемĕре апатлантарма тахçанах ăшă та тÿлек çумăра кĕтетчĕ. Микула хыççăн тепĕр кунне районти хăш-пĕр ялсене ĕмĕтленни çитрĕ. Аслă Пÿлĕхçĕ мĕн ыйтнине антарса пачĕ темелле. Анчах кăмăла ти-вĕçтерекеннине мар, икĕ пĕççе шарт! çапса тĕлĕнмеллине. Кăнтăр апачĕ иртнĕ хыççăн 14-15 сехетсенче Юхмапа Пăла тăрăхне хупăрласа илнĕ хура пĕлĕтсем уйрăмах Именкассипе Кĕçĕн Арапуç, Хирти Пикшик ялĕсенче пурăнакансене шар кăтартнă. Салма пысăккăш пăр катăкĕсем туххăмрах анкартисемпе пĕчĕк пахчасене хĕллехи евĕр шап-шурă туса хунă, чылай çынсем акнă-лартнă çимĕçĕсене хуçса-йăвантарса пĕтернĕ. Шăхаль выççелккин масарĕ çумĕнчи хăш-пĕр яштак хурăнсем те çут çанталăк пулăмĕн мăшкăлĕ пулнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика