АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кун йĕркинче – пĕлтерĕшлĕ ыйтусем

26 мая 2012 г.

Чăваш Республикин пил-лĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ пил-лĕкмĕш сессине район депутачĕсен Пухăвĕсен председателĕсем – район пуçлăхĕсем, район администрацийĕсен тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Кун йĕркинчи ыйту пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ – пĕлтĕрхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетесси, кăтартусене тишкересси, çитменлĕх-кăлтăка, туса çитерменнине хак парасси. “Чăваш Республикин 2011 çулхи республика бюджетне пурнăçлани çинчен” саккун проектне сессие сÿтсе явма Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев сĕннĕ. Унпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – финанс министрĕ Михаил Ноздряков, Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шут палатин ертÿçи Татьяна Минина тĕплĕ паллаштарнă, чылай ыйтăва туллин хуравланă.

Пĕлтĕрхи бюджета мĕнле пурнăçланине малтанах парламентăн комитечĕсенче, каярахпа халăх итлевĕнче тĕплĕ тишкернĕрен, Тĕрĕс-левпе шут палати витĕр тухнăран, экспертсен канашĕ лайăх “алланăран” тата финанс министрĕн докладĕнчен пĕтĕмпех уçăмлă пулнăран депутатсен текех нимĕнле ыйту та çуралман пулас. Пĕрремĕш вулавпа йышăннă хыççăн, тÿрлетÿсемпе хушăмсен таблици пулманран, ЧР Патшалăх Канашĕн спикерĕ Юрий Попов ăна çийĕнчех иккĕмĕш вулавпа йышăнма сĕнчĕ. Сессие хутшăннă 41 депутатран 33-шĕ уншăн сасăланă.

Раççей Федерацийĕн çĕр-шыв субъекчĕн должноçри аслă çыннин суйлавĕн ыйтăвĕсене йĕркелекен саккунĕсем улшăннă май Чăваш Республикин 4 саккунне тата Чăваш Республикин Конституцине улшăнусем кĕртнĕ. Çавăн пекех “Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен” çĕнĕ саккун йышăннă. «Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ çинчен», “Чăваш Республикин вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ çинчен” саккунсене федераци саккунĕсен улшăннă нормисемпе килĕштермелле тунă. Унсăр пуçне депутатсем “Чăваш Республикин “Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕ çинчен” саккунне улшăнусем кĕртесси çинчен” саккун проектне тишкерсе юридици вăйĕ панă.

Чăваш Республикин пил-лĕкмĕш суйлаври Патшалăх Канашĕн черетлĕ пил-лĕкмĕш сессийĕн иккĕмĕш тапхăрĕ çу уйăхĕн вĕçĕнче иртет.

“Хыпар”.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика