АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выльăх усраканăн тути çуллă

26 мая 2012 г.

Нăрваш Шăхалĕнчи “Труд” ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх-чĕрлĕх отрасльне тимлĕх яланах çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ. Кунта хĕл каçма апат кирлĕ чухлĕ хатĕрлеççĕ, витесене юсаççĕ, чир-чĕре хирĕç профилактикăлла мероприятисене ирттереççĕ.

Çанталăк ăшăтсанах ĕнесене кĕтĕве илсе тухаççĕ, самăртма хупнă сыснасене çуллахи лагере кăлараççĕ. – Мăйракаллă шултăра выльăхсене иртнĕ шăмат кун хире илсе тухрăмăр. Халĕ вĕсем кĕрхи калча çинче çÿреççĕ. Уçă сывлăша тухнă хыççăн сăвăм палăрмаллах ÿсрĕ. Маларах пĕр ĕнерен 9–10 килограмм сĕт сунă пулсан, халĕ кăтарту 12 килогрампа танлашать. Патшалăха куллен 1600 килограмм сутатпăр, – фермăри ĕç-хĕлпе паллаштарнă май пĕлтерет хуçалăхăн тĕп зоотехникĕ М.Васильев. Ĕне-выльăх йышĕ “Труд” кооперативра пĕчĕк мар, сăвăнаканнисем çеç 170 пуç. Вĕсене Е.Ермолаева, Л.Раськина, С.Шайманова дояркăсем пăхаççĕ. Ирхи сăвăм хыççăн ĕнесене хире С.Егоров, С.Фролов, В.Никандров хăвалаççĕ. Вĕсене укçасăр пуçне сысна çури, тырă параççĕ.

Выльăх-чĕрлĕхсĕр хуçалăх аталанайманнине “Труд” ял хуçалăх кооперативĕнче питĕ лайăх ăнланаççĕ. Ахальтен мар сыснасене те вите тулли усраççĕ. Шучĕ пĕр вăхăтра пине те çитнĕ, анчах аш-какай хакĕ чакнипе йыша 700-е антарнă. Паян кунта 111 ама, самăртма хупнисем – 300.

Икĕ уйăхченхи ушкăнрисем талăкра 245 грамм, вăсенчен аслăраххисем – 400, самăртмаллисем 500-600 грамм ÿт хушса пы-раççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пĕр тĕп амаран 8-8,5 çура, тĕрĕслемеллинчен – 4-4,5 çура илнĕ.

Çуркунне çитнĕ май выльăх туянас текенсем те йышланаççĕ. Хуçалăх халăха 300 сысна çури сутнă. Хуçалăх кассине кĕнĕ укçа çур аки ирттерме, çунтармалли-сĕрмелли материал илме, шалу тÿлеме, фермăна юсама каять.

– Эпир ландрас тата ергшир ăрачĕсен хутăшĕпе ĕçлетпĕр. Вĕсен какайĕ çуллă мар, тачкипе çулли ылмашăнса пыраççĕ. Пасарсенче шăпах çакăн пеккисене кăмăлласа туянаççĕ. Кашни уйăхрах 60-70 пуç сутатпăр, – тет Михаил Васильевич.

Сыснасене типĕ çăнăх çитереççĕ. Шыв пăрăхĕсем витере те, çуллахи лагерьте те пур. Ятарласа тунă хатĕртен хăйсене кирлĕ чухлĕ ĕçеççĕ. Çурасемпе самăртма хупнисене “Провими” параççĕ.

– Сыснасене вăй илме, лайăхрах ÿсме пулăшать çак витамин, – тет ферма заведующийĕ В. Осипов. Василий Васильевич ку тивĕçре виççĕмĕш çул çеç вăй хурать, апла пулин те тăрăшуллăхĕ, хăйне панă тивĕçе чунтан пурнăçлани сисĕнет.

Çуллахи лагере кăларнă сыснасене аталанма пур услови те пур. Хĕвелтен, çумăртан пытанма тăррине витнĕ хуралтă тунă. Çавăн пекех пылчăк ан çăрăлтăр тесе бетонран урай сарнă. Çăнăх валеçнĕ чухне те михĕсем йăтса нушаланмалла мар. Ют çын пырасран дежурство йĕркеленĕ.

Выльăх çын пекех, чирлесси пулкалать. Вăхăтра профилактика мероприятийĕсем ирттермесен инкек курасси те часах. Хуçалăх эмелсене, витаминсене илсе парать. Л.Адикина ветсанитарка хăçан хăш чире хирĕç укол тумаллине йĕрлесех тăрать.

Выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче тăрăшакансем яваплăха туяççĕ, ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмеççĕ. Амасене çăвăрлаттарнă çĕрте вăй хуракан М.Цветкова çак сферăра 29 çул ĕçлет, З.Осипован, Н.Васильеван тата ыттисен те стажĕсем пĕчĕк мар. М.Федоров скотник слесарь тивĕçĕсене те пурнăçлать.

Сыснасене лагере кăларнă хыççăнах витесене юсама пикеннĕ. Фермăра тимлекенсем хăйсемех урайне сараççĕ, бетон яраççĕ. Кĕркуннеччен стенасене те шуратса дезинфекцилеççĕ.

Выльăх пăхакансем субботник йĕркелесех тавралăха тирпей кÿртнĕ.

«Выльăх пăхаканăн тути çуллă», тесе ахальтен каламан çав пирăн асатте-асаннесем. Вите тулли ĕне, сысна усранăранах “Труд” ял хуçалăх кооперативĕ районта та тĕреклĕ.

О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика