26 мая 2012 г.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче предпринимательлĕхе аталантарма тивĕçлĕ условисем туса парассипе сахал мар тăрăшаççĕ. “Патăрьел районĕнчи пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе 2011–2015 çулсенче пулăшасси” программа ăнăçлă ĕçлет. Район администрацийĕ бизнес–проектсене тÿлевсĕр хатĕрлесе парать. Çавăн пекех патшалăх паракан çăмăллăхсене илме те пулăшать. 2010 çулта район республика бюджетĕнчен 800 пин тенкĕлĕх гранд çĕнтерсе илнĕ (2008 çулта – 460,0 пин тенкĕ, 2009-мĕшĕнче – 793,5 пин тенкĕ). Ăна хăйсен бизнесне пуçарса ярас текен предприниматель-лĕх субъекчĕсене пулăшма усă курнă. Çак пулăшăва В.Илюткина, А.Енилина, Е.Трифонова, С.Ялукова илнĕ. Асăннă проекта пула 14 çын вăй хумалли вырăн хутшăннă.
Чăваш Республикинчи 2010-2020 çулсенче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантармалли программăпа килĕшÿллĕн Чăваш Енри экономика аталанăвĕн Министерстви паракан гранта 900 пин тенкĕ 2010 – 2011 çулсенче виçĕ усламçă илнĕ. И.Мухутдинов çак кĕмĕлпе теплица тунă; Д.Ахмедеев çăмăл тата груз турттаракан автомашинăсене хальхи вăхăтри оборудованисемпе тĕ-рĕслекен шиномонтаж тивĕçтерĕвĕсен сервис цехне уçнă, И.Шрша çĕр улми упрамалли склада реконструкциленĕ.
Пĕчĕк тата вăтам бизнеса вăй илме кирлĕ сĕнÿсемпе, канашсемпе пулăшас, çăмăллăхсемпе паллаштарас тĕллевпе Чăваш Енри экономика аталанăвĕн министерствипе пĕрле Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхĕн кунне ирттереççĕ. Унта Шупашкартан тата ытти çĕртен килнĕ специалистсем те хутшăнаççĕ, консультаци параççĕ, ус-ламçăсем пĕр-пĕрин опы-чĕпе паллашаççĕ.
Район администраци-йĕн сайтĕнче “Пĕчĕк тата вăтам предприниматель-лĕх” баннер пур. Унта пуян содержаниллĕ информаци вырнаçтараççĕ.
Çывăх вăхăтрах бизнес-инкубатор уçма палăртнă. Вăл предпринимательсене туса илнĕ продукцине вырнаçтарма, маркетингпа реклама тивĕçтерĕвĕсемпе тата ыттипе те пулăшса пырĕ.
Бизнеса йĕркелесе ĕç-леттерсе ярасси çăмăл мар. Çакна шута илсе пĕлтĕр 15 усламçа 5075 тăваткал метр лаптăк арендăна панă. Пĕчĕк бизнесăн 9 субъектне хăй ĕçне йĕркелесе яма 23177 тăваткал метр çĕр уйăрнă.
О.ПАВЛОВА.