26 мая 2012 г.
í Района республика бюджетĕнчен паяна 21065,5 пин тенкĕ кĕнĕ, вăл шутран нумай хваттерлĕ çуртсене тĕпрен юсама – 2230,7 пин тенкĕ, Патăрьелĕнчи ача садне реконструкцилеме – 11834,8 пин тенкĕ, Шăнкăртамри шкул çулне çитменнисен учрежденине хăпартма – 7000,0 пин тенкĕ.
í “АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе усă курса 2006 çултанпа районти 7183 уйрăм хуçалăх 1 млрд. 288 млн. тенкĕ кредит илнĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çеç 693ĕн 180 млн. тенкĕ кредитпа усă курнă.
í Ултă ял хуçалăх предприятине выльăх-чĕрлĕх фермисене реконструкцилеме тата модернизацилеме 8 çуллăха çăмăллатнă 435627 пин тенкĕ кредит панă. Çав шутра Ленин ячĕллĕ агрофирмăна – 5912 пин тенкĕ, “Красное знамя” хуçалăха – 9000 пин тенкĕ, “Звезда” кооператива – 4200 пин тенкĕ, “Батыревский” пĕрлешĕве – 6830 пин тенкĕ, “Труд” кооператива – 5000 пин тенкĕ, тулли мар яваплă “Южный” пĕрлешĕве – 404685 пин тенкĕ.
í Районти ял хуçалăх предприятийĕ патшалăх 2006 – 2011 çулсенче субсиди 509 млн. 288 пин тенкĕ уйăрнă.
í Майăн 1-мĕшĕ тĕлне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи мĕн пур йышши хуçалăхсенче 17395 пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, унтан 8360 – ĕне, 13500 пуç – сысна, 7468 – качакапа сурăх. 2006 – 2012 çулсенче 41279 тонна аш-какай, çулталăк пуçланнăранпа 2264 тонна сутнă. Çак тапхăртах – 211790 тонна, кăçал 12412 тонна панă.
í 16 ял хуçалăх потребитель кооперативĕ ĕçлет. Вĕсем иртнĕ çул 24 миллион тенкĕлĕх ĕç тунă.
í 2006 – 2012 çулсенче 365 ял хуçалăх техникине 328 млн. тенкĕлĕх туяннă. Вăл шутран пĕлтĕр 60 млн. тенкĕлĕх 60 единица илнĕ: тĕрлĕ маркăллă 30 трактор, 3 комбайн тата кăкарса çÿремелли агрегатсем. Январĕн пĕрремĕшĕренпе 25 миллион тенкĕлĕх 23 хурçă “ут” тата ытти 10 ял хуçалăх техникине 5 млн. тенкĕлĕх туяннă.
í Кăçал “Исток” агрофирма ĕне фермине 8 млн. тенкĕлĕх реконструкцилеме, сĕт пăрăхĕсемпе апат валеçекен хатĕр вырнаçтарма палăртнă.
í 2012 – 2013 çулсенче “Батыревский” пĕрлешÿ 300 ĕне вырнаçмалăх ферма тума планлать.
íПĕлтĕр района çурт-йĕр тума тата туянма патшалăхран 23 млн. та 562 пин тенкĕ пулăшу (Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене параканнине шута илмен) кĕнĕ. Федераци шайĕнчи “Çурт-йĕр” тĕллевлĕ программăн “Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси” çум программăпа килĕшÿллĕн 18 çемье 7419,55 пин тен-кĕлĕх пурăнмалли условине лайăхлатнă.
í“Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” федераци программипе паракан кĕмĕле 10 çын, вăл шутран çамрăк виçĕ специалист (4943,68 пин тенкĕ) илнĕ.