АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КИВçЕН ИЛНИ КИВЕЛМЕСТ

26 мая 2012 г.

Раççейре пурăнакансем хальхи вăхăтра тĕрлĕ кредитсемпе анлăн усă кураççĕ. Тавар туянма лавккасенчен те кивçен параççĕ. Йăлара усă куракан техникăна лавкка урлă кредитпа туянассин йĕрки çăмăл: клиентран паспорт анчах ыйтаççĕ, анкета ыйтăвĕсем çине хуравламалла, килĕшÿ çине алă пуснă хыççăн вăл тавара киле илсе кайма та пултарать. Хăш-пĕр банксем тавара хулара туянсан прописка та кунтах пулнине шута илеççĕ. Тепĕр кирлĕ фактор – заемщикăн вăй-халне, çирĕплĕхне пĕлни. Çын ăçта тата унта нумай ĕçлет-и; Предприяти, фирма ăçта вырнаçнине те пĕлмелле. Заемщик нумай ачаллă, вĕсем ытла пĕчĕккĕ мар-и; Банк сотрудникĕ, палах, клиент тыткаларăшне, калаçăвне те сăнать.

Таврара лавккаран кивçен илме çăмăлрах пулни туянакансене уйрăмах илĕртет. Анчах та çак мелпе усă курса вĕсем хăйсене кăмăла каякан тавара палăртнă хакран 30-40 е унтан та ытларах – 60 процент ытларах тÿлесе илни çинчен шутламаççĕ те.

Кредит илнĕ чухне, чи малтан, ăна тÿлессин йĕркипе тĕплĕн паллашмалла. Тĕслĕхрен, банк офисĕ пурăнакан вырăнтан аякра вырнаçни те ĕçлĕ çынсемшĕн пысăк чăрмав кăларса тăратма пултарать. Нумай банксем кредита почта çыхăнăвĕ урлă, хăшĕ-пĕрисем электронлă майпа онлайн режимĕпе е банкомат урлă тÿлеме ирĕк параççĕ. Банкомат пурăнакан е ĕçлекен вырăнтан аякра вырнаçнă пулсан, татах меллĕ мар. Çавăнпа та кредит илнĕ чухне кашни саманта тĕплĕн шута илмелле.

Экспертсем палăртнă тăрăх, кредит илнĕ чухне килĕшÿ условийĕсемпе тата кредит организацийĕн требованийĕсемпе тĕплĕн паллашмалла, хăвăр пирки тĕрĕс, тулли информации тăратмалла. Çапла туни сире кредитпа вăхăтлă татăлма, хăвăр пирки те тивĕçтермелли, ырă сăмах хăварма май парать.

Йăлара усă курма лавкка урлă кредит иличчен ăна каялла тавăрса пама укçа-тенкĕ çителĕклĕ пулнипе пулманнине шута илмелле, унсăр пуçне банкпа тата хăвăр хушăра посредник – килĕштерекен çуккине ĕненмелле. Юнашарти лавккана кĕрсе курăр, эсир туянас текен тавар унта мĕн хак тăнине танлаштарăр. Енчен те хăвăр килĕштернĕ тавара чăн-чăнах туянас тетĕр пулсан, 2-3 банка çитсе килĕр, кредит илмелли условисемпе тĕплĕн паллашăр. Васкани вара хака ларма пултарать.

Тавар туянакансен прависене хÿтĕлес ыйтусемпе эсир Роспотребнадзор Управленийĕн Патăрьелĕнчи территории пайĕнчен ыйтса пĕлме пултаратăр.

И. ПАЙМУЛЛИНА,

территори пайĕн специалист-эксперчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика