АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вулавăшра ăс-тăн пуянланать

26 мая 2012 г.

Культура учрежденийĕсенчен информацирен чи пуянни библиотека шутланать. Районти ялсенче 29 вулавăш, 7 пункт ĕçлет. Вĕсенчен 26-шне модернизациленĕ. Виççĕмĕш пин çуллăх ĕмĕрĕнче пурăннăран паянхи библиотека кĕнеке упракан вырăн çеç мар, электронлă архив та. Вулавăшсенче 31 ком-пьютер пур. Улттăшĕнче электронлă почта ĕçлет. Интернетпа 16 çĕрте çыхăннă. Пĕлтĕр пирĕн ĕç-хĕлте Космонавтика çулталăкĕ, М.В.Ломоносовăн 300 çулхи, Яков Ухсай халăх поэчĕн 100 çулхи, Габдулла Тукай тутар писателĕн 125 çулхи юбилейĕсене паллă туни тĕп вырăн йышăнчĕç. Пĕрлех, право культурине, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассин, экологи воспитанийĕ, тĕрлĕ наци халăхĕ патне пĕрешкел пăхасси тата ытти ыйтусем çине тимлĕх уйăрма тăрăшнă. Вулакансемпе уйрăмшарăн е йышпа ĕçлеме майсем тупатпăр. Паллă çынсемпе тĕл пулусем йĕркелени, конкурссем ирттерни, литература “çул çÿревĕсене” тухни чылайлăха асра юлать. Наци библиотекинчен “Чечексем пахчара тата çуртра”, “ Чуна каякан вулав” выставкăсем килнĕччĕ. Вĕсемпе 206 çын паллашрĕç.

Юлашки çулсенче библиотекăсен тĕллевĕ те улшăнчĕ. Вĕсем информаципе вĕренÿ, культурăпа кану центрĕсем пулса тăчĕç. Кунта методист шкулĕ ĕçлет. Занятисем “Ĕçе юрăхлă пулассишĕн” программăпа иртеççĕ. Мультимедиа хатĕрĕсемпе анлăн усă курнăран вулакансем электрон технологийĕсемшĕн кăмăллă.

Ĕçлĕ канашлусемсĕр пуçне наци библиотеки йĕркелекен мероприятисене те хутшăнатпăр. Унта Г.Максимовăн “Çĕрĕллĕ хура кушак” кĕнеке презентацийĕ, “Литературăллă Чăваш Ен: çутçанталăкри чи лайăх вуланакан кĕнеке” конкурс тата ыттисем те кăмăллă иртрĕç.

Ĕçченсен ĕçне вырăна хуни савăнтарать. Иртнĕ çул 16 библиотекарь республика, 18–район, 16–ял тăрăхĕсен администрацийĕсен шайĕнчи Хисеп грамотисене илчĕç. Çĕнĕ Ахпÿртри С.Тукмаковапа Красномайскинчи библиотека пунктĕнчи Р.Мышована ял тăрăхĕсен депутачĕсем пулма суйланă.

Йышăмăр пĕчĕк мар пирĕн. Çуррине яхăн (22 çын) аслă пĕлÿллĕ, 27-шĕ пĕр ĕç вырăнĕнче вунă çул ытла вăй хурать.

Ыран – уяв. Çак ятпа мĕн пур вулавăш ĕçченне тата хамăрăн çĕр-çĕр вулакана саламласа ырлăх-сывлăх, телей сунас килет.

Н.ИСАЕВА,

районти тĕп библиотека директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика