АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мĕн çиетпĕр

26 мая 2012 г.

Чăваш Республикинчи патшалăх статистикин Федераллă службин территоринчи органĕ кашни кварталта суйласа илнĕ 500 хуçалăхăн бюджетне пăхса тухать. Тĕрĕсленĕ çемьесенчен илнĕ информацие тĕпе хурса çуллен мĕн чухлĕ апат-çимĕç пĕтернине палăртать. Пĕлтĕр килти хуçалăхра апатпа тăкакланасси 9,8 процент ÿснĕ, çемьери кашни çын пуçне уйăхсерен вăтамран 3034 тенкĕ пĕтсе пынă. Ку кăтарту хулара – 3344 тенкĕпе, ялта 2589 тенкĕпе танлашнă.

Апат рационĕ те пĕр пек мар. Ял çыннисем хушма хуçалăхра туса илнĕ продукцисене ытларах çиеççĕ: сурăх ашĕ (2,9 хут нумайрах), сĕт (1,4), чăкăт (21,5 процент нумайрах), çĕр улми (24,5), шăнтнă тата консервăланă улма-çырла (17,3), консервăланă пахча çимĕç (15,5), сысна ашĕ (10 процент).

Шупашкарта, Канашра, Улатăрта пурăнакансем лавккара сутаканнисене (кăлпасси, консервă, сыр, йогурт, çурма фабрикатсем) туянаççĕ. Атăлçи федераллă округăн субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики пĕрремĕш вырăна – çĕр улми, улма-çырла, иккĕмĕшне – пулă тата унтан хатĕрленĕ продуктсене, сахăр, кондитер изделийĕсене, тăваттăмĕшне – пахча çимĕç, çăкăр çиессипе йышăнать. Услам çупа, тип çупа тата ытти çусемпе (6 вырăн), сĕтпе (7), çăмартапа (9), аш-какайпа (11 вырăн) сахалтарах усă куратпăр.

Э. МАКСИМОВА,

Чăвашстат ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика